ГТРК Чувашия / Ӗҫе чарса лартма тивнӗ
Версия сайта для слабовидящих

22 сентября 2019 09:07   4°   $63.85 €70.60

13.09.2019 09:10

Ӗҫе чарса лартма тивнӗ

Шупашкарта Хӗрлӗ тӳреме юсакансем ҫӗр айӗнче ҫын шӑммисене тупнӑ. Кам пулнӑ вӑл тата ӑна хӑҫан пытарнӑ? Тупсӑмне пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ шырарӗ.

Алексей Енейкин, Валентина Алексеева, Вадим Владимиров

Алӑ-ура, пуҫ шӑммисем, пытарнӑ чух усӑ курнӑ йӑла-йӗрке хатӗрӗсем. Хӗрлӗ тӳреме ҫӗнетекенсемшӗн ҫакӑ пысӑк кӗтменлӗх пулса тухнӑ. Ку вырӑнта вӗсем пулас фонтан валли ҫӗр чавнӑ. Ҫын шӑммисене ӑнсӑртран экскаватор ӑскӑчӗ ҫинче асӑрханӑ. Ҫийӗнчех юсав ӗҫӗсене чарса лартнӑ. Кунта мӗн тупни пирки культура министерствипе хула администрацине пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Шӑмӑ-шакӑ пайӗсене тӗпчес ӗҫе следстви комитечӗ пуҫӑннӑ.

Мӑнастир ҫумӗнчи масар хӑйне евӗрлӗ. Кунта ҫынсене айлӑ-ҫийлӗн темиҫе сий таран пытарнӑ. Ватӑсен те, ача-пӑча шӑмми те пур. Ҫакӑ пурне те чиркӳ ҫумӗнчи масара пытарма тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ. Вырӑн вара кашни ҫынна уйрӑм шӑтӑка хума ҫитмен. Мӑнастир картишӗнче турра ӗненекенсене 18-мӗш ӗмӗрӗн ҫурриченех пытарни паллӑ. Археологсен шухӑшне тепӗр пулӑм та ҫирӗплетет. Кунтах Турӑ амӑшне ырӑ хыпар пӗлтернине халалланӑ соборӑн никӗсӗ тухнӑ. Ку вырӑн ун чухне хула варри пулнӑ. Сӑмах май, паянхи Карл Маркс урамӗ те ӗлӗк Благовещени чиркӗвӗ ячӗпе хисепленнӗ. Хальхи Хӗрлӗ тӳрем вырӑнӗнче вара суту-илӳпе ал-ӗҫ ӑстисен речесӗм пулнӑ. Ҫавӑнпа та историксем кунта тата нумай ҫӗнӗлӗх тупма пултарни пирки калаҫҫӗ. Хальлӗхе строительсем урӑх вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ. Ҫын шӑммисене тупнӑ ҫӗрте ятарлӑ тӗпчев пырать. Анчах та Хӗрлӗ тӳремре тӑрӑшакансен нумай кӗтме вӑхӑт ҫук. Ҫумӑрсем пуҫланиччен фонтан тӗлӗнчи ӗҫсене тӑвасшӑн вӗсем. Планран юлма юрамасть. Ҫав вӑхӑтрах шӑмӑ-шакӑсене урӑх ҫӗре тирпейлесе пытарас ыйту та ҫивӗч тӑрать. Ку ӗҫе епархи тивӗҫлӗ шайра тума палӑртать. Лару-тӑрӑва яваплӑ органсем асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Пӳлсе хунӑ вырӑнта ирӗк париччен ӗҫлеме юрамасть.