Тӗнчери ӑсчахсемпе куҫаруҫӑсем Геннадий Айхине халалланӑ конференцие пухӑнчӗҫ

Тӗнчипе паллӑ Геннадий Айхи поэт ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ май, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе республикӑн наци библиотеки наукӑпа практика конференцийӗ йӗркелесе ирттерчӗҫ. "Геннадий Айхи пултарулӑхӗн поэзипе культура чикӗлӗлӗпе чикӗсӗрлӗхӗ" вулава пӗтӗм Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи литература тӗпчевҫисемпе куҫаруҫӑ сӑвӑҫсем хутшӑнчӗҫ.

Марина Карягина, Семён Антонов

Конференцин ҫӳллӗ шайӗ унта хутшӑннӑ пысӑк ӑсчахсемпе куҫаруҫӑсенченех курӑнать. Сумлӑ хӑнасем хушшинче - Америкӑран, Японирен, Германирен, Италирен, Мускавпа Питӗртен тата Раҫҫейри ытти хуласенчен килнӗ тӗпчевҫӗсемпе сӑвӑҫсем. Тухса калаҫакансем Европӑри чылай чаплӑ премие тивӗҫнӗ Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин пултарулӑхне тарӑна кайса тишкереҫҫӗ.

Геннадий Айхин ӑсталӑх меслечӗсене пур енлӗн тишкерекенсен йышӗнче, паллах, чӑваш тӗпчевҫисем те сахал мар. Атнер Хусанкай поэтӑн пултарулӑх эстетики ҫинчен каласа пачӗ. Доктор диссертацине Айхи сӑввисене тӗпе хурса ҫырнӑ Галина Ермакова профессор та халӑх ятне тӗнчене кӑларнӑ ентешӗмӗрӗн хайлавӗсенче ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ сийсем уҫать.

Наци библиотекин тепӗр пӳлӗмӗнче "Айхи поэзийӗ вӑхӑтпа талккӑш витӗр" ятлӑ курав ӗҫлет. Унпа паллашнӑҫем хуларан инҫетри ялта ҫуралса ӳснӗ чӑваш ачи Мускава вӗренме кайса тӗнче илтсе тӗлӗнмелли поэт пулса тӑни утӑмсерен тенӗ пек куҫ умне тухса тӑрать. Кунта - сӑвӑҫӑн тӗрлӗ ҫӗршывра 52 чӗлхепе тухнӑ кӗнекисем, вӑл тӑрӑшнипе чикӗ леш енче чи пултаруллӑ чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене куҫарса кӑларнӑ анталогисем, сӑн ӳкерчӗксем. "Айгиана" коллекцире 800 тӗрлӗ документ упранать. Вӗсене ҫулсерен йӗркелекен куравсенче уйрӑм ярӑма пайласа кӑтартаҫҫӗ. Наци библиотекин "Кӗмӗл ӗмӗр" салонӗнче вара - картина куравӗ. Поэта сӑнарлакан пирсемсӗр пуҫне - унпа ҫывӑх пулнӑ Чӑваш Ен ӳнерҫисен хайлавӗсем те: Георгий Фомиряковӑн, Станислав Юхтарӑн, Джалильпе Светлана Гайнутдиновсен. Курава хӑйне евӗр илем кӳрекенни - Фёдор Мадуров ӑсталана Айхи кӳлепи.

Айхи хӑйӗн пултарулӑх хӑвачӗпе пуҫтарнӑ Уява килнӗ сумлӑ хӑнасем унӑн тӑван ялне те, Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньяла, ҫитсе курчӗҫ.