ГТРК Чувашия / Шупашкарта 3-мӗш хут "Абилимпикс" чемпионат иртрӗ
Версия сайта для слабовидящих

22 сентября 2019 08:35   3°   $63.85 €70.60

13.09.2019 09:05

Шупашкарта 3-мӗш хут "Абилимпикс" чемпионат иртрӗ

Унта инвалидсем тата сывлӑхӗ хавшак ҫамрӑксем тӗрлӗ ӑсталӑхра тупӑшрӗҫ. Пурӗ 13 енпе хӑйсен вӑйне тӗрӗслерӗҫ.

Надежда Александрова, Семен Антонов

Апат-ҫимӗҫ пӗҫерессинче 3 ушкӑн тупӑшрӗ. Кашнинче 2-шер студент. Вӗсем Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче, апатлану технологийӗн тата коммерци, ҫавӑн пекех Сӗнтӗрвӑрринчи технологи техникумӗсенче вӗренеҫҫӗ. Пӗрин пылак десерт хатӗрлемелле, теприн - салат. Экспертсем поварпа кондитер ӗҫӗн кашни тапхӑрне сӑнарӗҫ.

Дизайн уйрӑмӗнче 6-ӑн пулчӗҫ. Вӗсем хӑйсене килӗшекен юмах суйласа илчӗҫ, театр валли сцена илемлетрӗҫ. Кашнинех ал айӗнче тӗрлӗ тӗслӗ хутсем, фломастер-кӑранташ, клей тата ытти хатӗр пулчӗ. Сергей Ученов "Салтан патша" вырӑс халӑх юмахне суйласа илнӗ. Хӑйне ӗҫлеме йывӑр пулнине пытармарӗ вӑл.
Тӗрӗҫсенчен ӗҫе чи малтан Катя Дренина вӗҫлерӗ. Чемпионатри хӑнӑхтару хӑйӗншӗн ҫӑмӑл пулнине пӗлтерчӗ хӗр. Тӗп хулари 1-мӗш шкулти 9-мӗш класра вӗренекен Саша Родионов та хӗрсене ӑнланать. Вӑл та алла йӗппе ҫип тытса илемлӗх ӑсталама кӑмӑллать. Каччӑ сулахайпа ӗҫлет. Лариса Федотова пиллӗкӗмӗш класранпах тӗрлет. Конкурса хӑй ҫӗнтерессе шанса килнӗ.

Чӗнтӗр йӗппипе ҫыхас тупӑшу та ҫивӗч иртрӗ. Ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне пур енлӗн кӑтартма тӑрӑшрӗҫ. Йӗпреҫри шкул-интернатра вӗренекен Алексей Новиков ӗҫе пуринчен малтан вӗҫлерӗ. Вӑл кӑҫал кӑна ҫыхма пуҫланӑ, апла пулин те опытлисенчен нимрен те кая мар.

Кашни ӗҫе опытлӑ экспертсем тӗрӗслерӗҫ. Вӗсем тирпейлӗхпе хӑвӑртлӑха тата хӑйнеерлӗхе шута илчӗҫ.

Республикӑра малти вырӑна тухнисем 5-мӗш наци чемпионатне хутшӑнӗҫ. Вӑл Мускавра чӳк уйӑхӗнче пулать.