Кашни ҫул Раҫҫейре эрех-сӑрана пула ҫур миллиона яхӑн ҫын пурнӑҫран уйрӑлать

Ҫак сиенлӗ йӑларан халӑха сыхлас тесе тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттереҫҫӗ. Республикӑри Общестӑлла палата хастарӗсем, чиркӳ ҫыннисем тата блогерсем ҫавра сӗтел тавра пухӑнса алкоголизма хирӗҫ кӗрешмелли майсене сӳтсе яврӗҫ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх патшалӑх инспекцийӗнчи специалистсемпе республикӑри наркологи диспансерӗнче тӑрӑшакансем "Урӑ водитель" акци ирттерчӗҫ.

Елена Дмитриева, Семен Антонов

"Урӑ Раҫҫей" федераци проекчӗн ертӳҫи Султан Хамзаев ҫавра сӗтел тавра пухӑннисемпе Мускавран телекӗпер мелӗпе ҫыхӑнчӗ. Вӑл хаяр шӗвеке хирӗҫ пурин те пӗрле кӗрешмелле, терӗ. Ун шучӗпе 21 ҫул тултарман ҫамрӑксене эрех сутма чарни лару-тӑрӑва самай лайӑхлатмалла. Ытти ҫӗршывсенчен тӗслӗх илмелле. Сӑмахран, Канадӑра алкаголь ятарлӑ лавккасенче кӑна туянма пулать. Раҫҫейре те ку енӗпе ырӑ тӗслӗх пур. Сӑмахран, Чечен республикинче хаяр шӗвеке кунне икӗ сехет кӑна сутаҫҫӗ. Чӑваш Енре Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра уявсенче те пачах эрех ӗҫмеҫҫӗ. Улатӑрта "симӗс ҫӗлен" серепине ҫакланнисем валли епархи ҫумӗнче "Кӗтмен савӑнӑҫ" центр ӗҫлет. Унта чирлисене тата вӗсен тӑванӗсене сӗнӳ-канашпа пулӑшаҫҫӗ. Кӑтартусем чӑннипех те хӑрушӑ. Пӗлтӗр Раҫҫейре 14 миллиард литр эрех-сӑра ӗҫсе янӑ. Килте сӑмакун юхтаракан та йышлӑ, палӑртрӗҫ пуҫтарӑннисем. Ҫавра сӗтел тавра хускатнӑ сӗнӳ-канашсене регионти тата вырӑнти влаҫсене ҫитерме калаҫса татӑлчӗҫ. Хаяр шӗвеке пула час-часах инкек сиксе тухать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул ҫинче ӳсӗр водительсемпе 90 авари шута илнӗ, вӗсенче 20 ытла ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗнчи специалистсем ҫакӑн пек тӗслӗхсен шутне чакарас тесе тӑтӑшах тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Хальхинче вӗсем республикӑри наркологи диспансерӗнче тӑрашакансемпе пӗрле "Урӑ водитель" рейда тухрӗҫ. Тухтӑрсем палӑртна тӑрӑх, руль умне ларас умӗн кӑштах сыпни те хӑрушӑ инкек патне илсе ҫитерме пултарать.

Мӗн савӑнтарать, водительсен ытларах пайӗ ҫул ҫинчи яваплӑх пирки асрах тытаҫҫӗ.

Ҫакӑн пек рейдсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Руль умне ӳсӗрле ларакансене ҫирӗп явап тыттараҫҫӗ, вӑл шутра водитель правине туртса илеҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем вара ҫул ҫинче яланах тимлӗ пулмаллине аса илтереҫҫӗ.