Ӗҫре те, спортра та маттур пулнине ҫирӗплетрӗҫ

Тӗп хулари "Олимпийский" стадионта "Советская Чувашия" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӑлана кӗнӗ эстафета иртрӗ. Кӑҫал ӑмӑртӑва Шупашар 550 ҫул тултарнине тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, Андриан Григорьевич Николаев летчик-космонавт ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Елена Дмириева, Екатерина Янгалакова

Советская Чувашия" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн иртекен эстафета спорт ӑмӑртӑвӗ кӑна мар, хӑйне евӗрлӗ сывлӑх кунӗ. Вӑл 81-мӗш хут спортпа туслисене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене пӗрле пуҫтарчӗ. Чупӑва массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем, патшалӑх тата вырӑнти влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, студентсемпе шкул ачисем, ҫемьесем хутшӑнчӗҫ. Пӗтӗмпе 1200 ытла спортсмен вӑй виҫрӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе малтан старта ВИП-ушкӑн тухрӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев спортсменсене ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑшӑн тав турӗ, малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнтӑлу сунчӗ. Уява, яланхи пекех, Чӑваш Енри спорт ҫӑлтӑрӗсем те хутшӑнчӗҫ.

Ҫӗнтерни мар, хутшӑнни пӗлтерӗшлӗ, теҫҫӗ пулин те, журналистсем кашнинчех эстафетӑна хумханса кӗтеҫҫӗ. Пирӗн телерадиокомпанире тӑрӑшакансен ушкӑнӗ те кӑларӑмсем хатӗрлессинче кӑна мар, спортра та маттур пулнине ҫирӗплетрӗ.

Ҫемьесен ушкӑнӗнче те хӗрӳ тупӑшу пулчӗ. Шупашкар районӗнчи Поповсем пӗлтӗр мала тухайманнипе кӑҫал ҫӗнтерес кӑмӑлпа килнӗ. Ҫӑвӗпех хатӗрленнӗ. Владимирпа Екатерина эстафетӑна пӗрремӗш 4 ҫулти ывӑлне Глеба пачӗҫ. Пулас чемпион ашшӗ-амӑшӗн шанчӑкне тӳрре кӑларчӗ, 100 метр дистанцие чи малтан чупса тухрӗ.

Ҫитес ҫул спортпа туслӑ ҫемье ӑмӑртӑва кӗҫӗн хӗрӗпе хутшӑнма палӑртать. Кӑҫал пӗрремӗш хут 60 ҫултан аслӑраххисем те вӑй виҫрӗҫ. Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗн атлечӗсем чи хастаррисем пулчӗҫ. Ветерансем те ҫак ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине пӗлтерчӗҫ.
Тӗп чупура Чӑваш патшалӑх университечӗн спортсменӗсем пӗрремӗш пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксемпе парнесем парса чысларӗҫ.