Айӑплава пурнӑҫлакан федераци служби Раҫҫейӗпе "Воскресение души" акци ирттерчӗ

Ӑна Лев Толстойӑн "Воскресение" кӗнеки кун ҫути курнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫӗрпӳри сипленсе юсанмалли 7-мӗш учрежденири хӗрарӑмсем ҫак хайлав тӑрах спектакль хатӗрленӗ. Ӑна колонири уҫӑ алӑк кунӗнче кӑтартрӗҫ.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров

Колонири театр ӗҫне ытти чухне кунта ӗҫлекенсемпе айӑпланакансем хаклаҫҫӗ пулсан, хальхинче залра тӑванӗсемпе курнӑҫма килнисем те пулчӗҫ. Акци вӑхӑтӗнче ҫыравҫӑ пӗр ӗмӗр каялла судпа айӑпланнӑ хӗрарӑмсен кун-ҫулне еплерех ҫутатса панине тата йӗплӗ пралук хыҫӗнчи хальхи вӑхӑтри пурнӑҫа танлаштарма май пур. Уҫӑ алӑк кунне те ҫак тӗллевпех ирттернӗ. Ҫывӑх ҫыннисемпе тӗл пулма хатӗрленсе чылай ӗҫленӗ хӗрарӑмсем: репетицисем ирттернӗ, хайлаври тӗп шухӑша туллин уҫса парас тесе тӑрӑшнӑ.

Сипленсе юсанмалли 7-мӗш учрежденире кӑҫал 2-мӗш хут иртрӗ уҫӑ алӑк кунӗ.

Кунта юсанакансем валли мӗнле майсем туса панипе тӗплӗн паллашрӗҫ айӑпланакансен ҫывӑх ҫыннисем. Ҫӑвӑнмалли, япала ҫумалли вырӑнсене кӗрсе курчӗҫ, храмра, хӗрарӑмсем пурӑнакан ҫуртра тата реабилиатци центрӗнче пулчӗҫ. Ку центр нумай пулмасть уҫӑлнӑ. Кунта хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартакан 10 ҫын ирӗке тухас умӗнхи тапхӑрта пурӑнать. Вӗсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Тӗрлӗ занятипе танах йога, тренингсем ирттереҫҫӗ. "Ирӗкре чухне чун тӗпӗнче пытанса пурӑннӑ пултарулӑх вӑранать кунта", - теҫҫӗ судпа айӑпланнисем. Илемлӗ ӳкерекенсем те, папье-маше мелӗпе пукане тӑвакансем те, ытти ал ӗҫӗпе аппаланакансем те пур учрежденире. Центра хӑйсемех хӑтлӑлатса, илемлетсе тӑраҫҫӗ. Килӗшекен ӗҫ тупни, тӗрлӗ енлӗн аталанма тӑрӑшни чылайӑшне ирӗке ӑс-тӑнпа та, чунпа та тасалса тухасса пулӑшасса шанаҫҫӗ кунта.