Пукане театрӗнче 75-мӗш сезон уҫӑлчӗ

Ҫамрӑк куракансем чечен режиссерӗ лартнӑ "Проделки козы-дерезы" юмаха хаклама пултарчӗҫ. Ҫӗнӗ спектакль ачасене мӗне вӗрентет? Леонид Петров корреспондент каласа кӑтартать.

Леонид Петров, Екатерина Янгалакова

Спектакль пуҫланас умӗн 10 минут. Сцена ҫинче хатӗрленӳ тапхӑрӗ пырать. Тумсене якатса пуканесене кирлӗ пек вырнаҫтарса пӗтернӗ хыҫҫӑн, артистсем виҫҫӗмӗш шӑнкӑрав янӑрасса кӗтеҫҫӗ. Чаршав уҫӑлсанах вара залра ларакан ачасем асамлӑх тӗнчине путаҫҫӗ. Постановкӑна Чечен режиссерӗ Рустам Шахгиреев лартнӑ.

Туслӑ ҫыхӑну иртнӗ ҫул Чӑваш тата Чечен пукане театрӗсем пӗр пӗрин патӗнче гастрольпе пулнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. Спектакль пуҫланас умӗн Рустам Шахгиреев режиссер пирӗн артистсемпе ӗҫленӗ тапхӑра ӑшшӑн аса илчӗ. Репетицисем икӗ эрне пынӑ. Декорацисемпе реквизитсене Волгоградри Любовь Запускалова художник хатӗрленӗ. Кӗввине вара "Чӗнтӗрлӗ чаршав" фестивальте темиҫе хут та ҫӗнтернӗ Андрей Галкин ҫырнӑ.

Чӑрсӑр качакан сӑнарне Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Светлана Кокшина калӑпланӑ. Рольсене валеҫнӗ чухне ҫакӑ уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Анчах та пуканене курсан иккӗленӳ тӳрех ҫухалчӗ, качака хӑйех выляма пулӑшса пычӗ, тет вӑл. Спектакль ачасене тӗрӗслехе вӗрентет. Улталаканӑн, суя пурнӑҫпа пурӑнаканӑн пуласлӑхӗ ҫук. Ахальтен каламаҫҫӗ: вӗрен темен чухлӗ явӑнсан та вӗҫӗ пулатех.
Ҫӗнӗ спектакле тепӗр хут юпа уйӑхӗнче кӑтартма палӑртнӑ.