Етӗрне тӑрӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесене ӑпӑр-тапӑрпа тулса ларнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем валеҫсе пани пирки хамӑрӑн кӑларӑмсенче нумай пулмасть каласа кӑтартнӑччӗ. Ҫынсем ҫакӑнпа килӗшменнипе прокуратурӑна та ҫитнӗ. Халӗ кӑткӑс ыйту тинех вырӑнтан тапраннӑ: ҫемьесене панӑ лаптӑксене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Лару-тӑрупа Юстиципе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева вырӑна ҫитсе паллашрӗ.
Елена Дмитриева, Никита Углев
Ҫак кадрсене пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ уйӑх каялла ӳкернӗ. Нумай ача амӑшӗ Наталья Якимова федераци программипе уйӑрса панӑ ҫӗр лаптӑкне кӑтартать. Кунта - пахча-ҫимӗҫ усрамалли юхӑннӑ ҫурт ларать, ҫум-курӑк кашлать, йӗри-тавра вара ҫӳп-ҫап. Наталья Якимовапа пӗрле тата тепӗр 7 ҫемьене кивӗ ферма пулнӑ вырӑнта ҫӗр лекнӗ. Паллах, вӗсем ҫак лаптӑксене йышӑнма килӗшмен. Район администрацийӗнче ҫемьесене урӑх вырӑнта ҫӗр пама шантарнӑ.
Етӗрнери кӑткӑс лару-тӑрупа Юстиципе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинчи специалистсем вырӑна ҫитсе паллашрӗҫ. Халӗ кунта ӗҫ вӗрет. Ӑпӑр-тапӑрпа тулнӑ лаптӑка тирпейлеҫҫӗ, ҫул тума хатӗрленеҫҫӗ. Кунти ҫӗре йышӑнман ҫемьесен йышӑнче - Петровсем те. Ҫакнашкал парнепе пурте кӑмӑлсӑр пултӑмӑр, каласа парать 3 ача амӑшӗ Светлана. Халӗ Петровсене хула ҫывӑхӗнчи уйра 10 сотӑй уйӑрса панӑ. Документсене ҫитес вӑхӑтра хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ. Петровсем Етӗрнере пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пиллӗкӗн пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫӗнӗ ҫурт ҫавӑрса унта куҫассине чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Хӑшпӗр ҫемьесем ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ курма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Иван Сергеев ачисене ҫурт-йӗр хӑпартма пулӑшать. Сергеевсем хӑйсемех ҫӗнӗ лаптӑка йӗркене кӗртнӗ, ҫурт никӗсне хывнӑ.
Сергеевсем кунта пысӑках мар ҫурт лартма, пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерме, сад ӗрчетме палӑртаҫҫӗ. Иван Николаевич ҫӗнӗ пахчара хурлӑханпа чие ҫырли тӗмисене лартнӑ та ӗнтӗ. Кунта вырӑнӗ те питӗ лайӑх, теҫҫӗ етӗрнесем. Ҫывӑхра - вӑрман, сатикпе шкул та инҫе мар. Патшалӑх пулӑшӑвне Лотовсен ҫемьи те тивӗҫнӗ. Черете вӗсем кӗҫӗн хӗрӗ ҫуралсан тӑнӑ.
Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева Етӗрнери лару-тӑрупа кӑсӑклансах тӑма шантарчӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене тивӗҫлӗ пулӑшу памалла, терӗ. Хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 80 ытла ҫемьене тӳлевсӗр ҫӗрпе тивӗҫтернӗ. Тата тепӗр 15-шӗ черетре тӑраҫҫӗ. Халӗ ҫемьесем валли уйӑрнӑ вырӑна ҫутӑ, газ, шыв ҫитермелле, ҫул тумалла, вара тин кунта пурӑнма пулӗ.