Ҫӗмӗрле районӗнче патшалӑх программипе клуб юсаҫҫӗ

"Вырӑнти культура ҫурчӗ" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑкри культура ҫуртне юсама пӗр миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. "Пултарулӑх лаҫҫин" стенисемпе электричество пралукӗсене ҫӗнетнипе пӗрлех пурлӑхпа техника никӗсне те улӑштарма тӗллев лартнӑ. Учреждени хӑҫан ял ҫыннисем валли алӑкне уҫӗ? Леонид Петров корреспондент каласа кӑтартать.

Л. Петров, М. Солин

Тавралӑх болгарка, миксер, мӑлатук шакканӑ саспа тулать. Саланчӑкри культура ҫуртӗнче рабочисем ҫурла уйӑхӗнче контракт алӑ пуснӑ хыҫҫӑн ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку ҫуртӑн стенисене 20-мӗш ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче хӑпартнӑ. Ҫавӑнпа та учреждени юсав ыйтнӑ. Малтанласа строительсем чӳречесене тимлӗх уйӑрнӑ. Унчченхисем йывӑҫран пулнӑран ҫӗрсе пӗтнӗ. Хӗллехи вӑхӑтра сивӗ янӑ. Ҫавӑнпа та концерт курма килекенсен залра тум-тир хывмасӑрах ларма тивнӗ.

Сӑмах май, Саланчӑкри клуб районта хастар ӗҫлет. Кружоксемпе пӗрлех кунта халӑх хорӗ йӗркеленнӗ. Малашне вӗсен хатӗрленме хӑтлӑ сцена, костюмсене хума пӳлӗм пулӗ. Строительство ӗҫӗсем вӑхӑтӗнче рабочисем клуб ӗҫченӗсен кашни сӗнӗвне шута илме тӑрӑшнӑ. Макарин ял тӑрӑхне пурӗ 10 ял кӗрет. Культура учрежденийӗ вара пӗр поселокра кӑна.

Район администрацийӗ тӑрӑшнипе куракансем валли ҫӗнӗ креслӑсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсене саккас панӑ. Клуб ӗҫченӗсем тавар килсе ҫитессе кӗтеҫҫӗ. Залра 50 ҫын лармаллӑх вырӑн пулӗ.

Клубра музыкӑпа сасӑ хатӗрӗсене те ҫӗнетӗҫ. Ҫакӑн валли 124 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Республика бюджетӗнчен уйӑрнӑ пӗр миллион ытларах укҫа-тенкӗ ҫумне район хӑй тӳпине хывнӑ.

Шалти ӗҫсене пӗтерсен планпа ҫурт тӑррине юсама тӗллев лартнӑ. Унпа пӗрлех тулаш стенасене сӑрламалла. Муниципалитет ҫитес ҫул та "Вырӑнти культура ҫурчӗ" программӑна кӗме палӑртнӑ. Ӗҫсем кал-кал пырсан Эскетен, Мӑн Улхаш клубӗсене ҫӗнӗ сӑн пырса кӗмелле.