Кашниех хисепе тата сумлӑ ята тивӗҫлӗ

Хула ҫуралнӑ кунӗпе саламласа Шупашкарти пултаруллӑ та маттур ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ Правительство ҫуртӗнче иртрӗ.

Алена Артемкина, Виктор Вавилкин, Вадим Владимиров

Наградӑна тивӗҫнисем - пурте хӑйсен ӗҫне парӑннӑ. Чылай ҫул ку е вӑл организацире тӑрӑшса ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тунӑ вӗсем. Правительство ҫуртӗнче награда илесси кашнишӗн пысӑк тивӗҫ. Иван Моторин премьер-министр вӗсене саламласа ҫапла каларӗ:" Эсир хулана, республикӑна аталантаракансем. Сирӗнтен ҫитенекен ӑру тӗслӗх илсе тӑтӑр". Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Валентина Ситова 1983-мӗш ҫултанпа сцена ҫинче. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята тивӗҫрӗ.

Анатолий Соколов Шупашкарти троллейбус управленийӗнче вӑй хурать. Техника ялан юсавлӑ та пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫленинче унӑн тӳпи пысӑк. Вӑл «Чӑваш Республикин транпортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ. Тӗп хулари 4-мӗш гимназире вӗрентекен Светлана Барышникова - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ пулчӗ.

Эдуард Бахмисов таврапӗлӳҫӗ "Республика умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медальне илчӗ. Вӑл чӑвашсен тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркисене упраса хӑварас тесе нумай тӑрӑшать.

Наградӑшӑн мар, чун ыйтнипе ӗҫлетпӗр, терӗҫ Правительство ҫуртне пухӑннисем. Вӗсем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ. Иван Моторин премьер-министр пурне те тимлӗх уйӑрма тӑрӑшрӗ- кашнинпе калаҫрӗ. Ҫак саванӑҫлӑ кун нумайлӑха асра юлӗ, - терӗҫ хисепе тивӗҫнисем.