Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа хулара пысӑк уяв иртрӗ

Ӗмӗртен ӗмӗре вӑл ӳссе, чиперленсе пынӑ. Истори докуменчӗсенче ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, ун илемне нумай ҫул ҫӳревҫӗ мухтанӑ. Паян та Шупашкар аталану ҫулӗпе утать. Уяв кунӗ республика ҫыннисем ҫакна асӑрхамасӑр пултараймарӗҫ. Тӗп хула ҫуралнӑ кунне халалланӑ ӗҫ-пуҫа пирӗн корреспондентсем Алиса Александрова, Екатерина Фомина, Алексей Енейкин та хутшӑнчӗҫ. Халӗ вӗсене сӑмах.

Е. Фомина, А. Александрова, А.Енейкин, Н.Углёв, В.Синдеев, В.Степанов, М.Солин

Хула кунӗ ирхи зарядкӑна тухасси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче те шупашкарсем ӑна пӑсмарӗҫ. Хӗрлӗ Тӳремре юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа зарядка Мускав ҫыранлӑхӗнче иртрӗ. Кунта харӑсах темиҫе ҫӗрте шӑм-шака ҫемҫетме май пулчӗ. Хусканусем ансат, ҫитӗннисем те ачасем те ҫӑмӑллӑнах тума пултарчӗҫ. Вӗсене Фитнес-аэробика, черлидинг федерацийӗсен хастарӗсем, Шупашкарти "Спартак" клуб футболисчӗсем, паллӑ спортсменсем кӑтартрӗҫ. Мускав ҫыранлӑхӗнче иртекен ӗҫ-пуҫ пӗри тепринчен кӑсӑкрах. Зарядка хыҫҫӑн уява килнисем шыв ҫинчи шоу курса тӗлӗнчӗҫ. 12 сехет тӗлне Мускав ҫыранлӑхне ҫын тата ытларах пухӑнчӗ. Пурте «Стрижи» авиаци ушкӑнне кӗтрӗҫ.


Уяв кунӗ Анне монуменчӗ умӗнче те хаваслӑ кӑмӑл хуҫаланчӗ. Кунта наци апат-ҫимӗсӗн "Тарават Чӑваш ЕН" фестивалӗ уҫӑлчӗ. Сӗтелсем тӗрлӗ халӑх мӗн авалтан хатӗрленӗ ӗҫме-ҫимепе тулли, хуҫисем хӑнасене юр-вара тутанса пӑхма сӗнеҫҫӗ. Чӑваш Ене кӑҫал Мускав, Питӗр, Тюмень, Ӗпхӳ хулисенчен, Якутирен чи ӑста кулинарсем ҫитнӗ. Наци апат-ҫимӗн фестивалӗ халиччен те иртнӗ республикӑра, анчах хальхинче ӑна тата пысӑкрах йышпа уҫӑ сывлӑшра йӗркелес тенӗ. Конкурса пурӗ 30 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. "Тарават Чӑваш Ен" фестивальти конкурс ӗҫӗсене хакланӑ май тӳресем ҫирӗп йӗркерен кӑшт пӑрӑнчӗҫ. Уяв-ҫке. Апата урамра хатӗрлеме ҫӑмӑл маррине те шута илнӗ. Ҫавӑнпа тараватлӑхӗшӗн тав туса кашни ушкӑна чысларӗҫ.


Республика Тӳремӗнче вара уяв халӑхӗ "Город славы трудовой" фестивале пухӑнчӗ. 13 предприяти хутшӑнать унта. Пурте вӗсем Шупашкар аталанӑвӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Халӗ те ырӑ тӗллевсемпе малалла талпӑнса ӗҫлеҫҫӗ. цена ҫине 100 ҫул ытла стаж пухнӑ ӗҫ династийӗсем тухаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин ҫак кӑтарту 200 ҫул патнех ҫитнӗ. Ҫемйипех суйланӑ ӗҫпе мӑнаҫланса калаҫаҫҫӗ вӗсем. Ҫынсем тӑрӑшнипе пурнӑҫ тӗлӗнмелле хӑвӑрт улшӑнать. 90 ҫул каялла "Водоканал" пӗрлешӳ Шупашкар халӑхне лаша кӳлсе ҫакӑн пек пичкесемпе ӗҫмелли шыв турттарнӑ. Халӗ ҫакна ӗненме йывӑр. Иртнӗ ӗмӗрте хула аталанма пуҫланӑ. Умлӑн-хыҫлӑн предприятисем уҫӑлнӑ. Электроаппарат заводне, сӑмахран, вӑрҫӑ пуҫлансан Харьковпа Ленинград хулисенчен куҫарса килнӗ. Темиҫе пин ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ унта. Паян заводра ӗҫлекенсем тӗп хуламӑра сӑвӑласа мухтаҫҫӗ. Ят-сум илнӗ предприятисем - хула мӑнаҫлӑхӗ. Мухтава тивӗҫнӗ пӗрлешӳсенче тӑрӑшакансем пухӑннисене пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.