Шупашкарсем хула кунӗ умӗн "Стрижи" авиаци ушкӑнӗ уява мӗнле хатӗрленнипе паллашрӗҫ

Аса илтеретпӗр, вӗҫев программипе сывлӑш ҫарӗн ӑмӑрткайӑкӗсем республика ҫыннисене ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 12 сехетре паллаштарӗҫ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Истребительсем старта 12 сехетре Шупашкар аэродромӗнчен тухрӗҫ. Авиаци ушкӑнӗ унччен кунта 2014-мӗш, 2015-мӗш ҫулсенче пулнӑ, ҫавӑнпа самолетсем тӳпере мӗнле ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнине нумайӑшӗ астӑваҫҫӗ. Апла пулин те аслӑ пилотажӑн куҫа тыткӑнлакан хӑнӑхтарӑвӗсене курса йӑлӑхма ҫук. Пухӑннисен йышӗнче ятарласа хулан ҫуралнӑ кунне уявлама ытти ҫӗртен килнӗ ҫынсем те чылаййӑн пулчӗҫ.

Ку хутӗнче "Стрижи" авиаци ушкӑнӗ Шупашкара пысӑкрах йышпа килнӗ. Пӗтӗмпе 7 самолет. Улттӑшӗ вӗҫеве пӗр тытӑмра пурнӑҫларӗ. Авиашоу программине кӑвак тӳпере летчиксем унччен туптанӑ мӗн пур хӑнӑхтарӑва кӗртнӗ. Ку вӑл Нестеров ҫаврӑнӑмӗ, пичке, тюльпан тата ытти те. Авиаци ушкӑнӗн командирӗ Сергей Осяйкин вара хӑйӗн ӑсталӑхне пӗччен кӑтартрӗ. Ҫак программӑна республика ҫыннисем тепӗр хут ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 12 сехетре Мускав ҫыранлӑхӗнчен курма пултарӗҫ. Летчиксем вӑхӑт сахаллине пӑхмасӑр шкул ачисемпе тӗл пулчӗҫ, ҫамрӑксен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ. Шупашкар аэродромӗнче экскурси ирттерчӗҫ.