Хула администрацийӗнче халӑх хисепне тивӗҫнисене чысларӗҫ

Вĕсем пурте ырă ĕçпе палăрнă. Шупашкарта «Общественное признание» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Ҫĕнтерӳçĕсене хула администрацийĕнче чысларĕç.

Алёна Артёмкина, Вадим Владимиров

"Общественное признание" конкурса пĕтӗмлетес умĕн хула пурнӑҫне аталантарас, унӑн кун-çулне массăллă информаци хатĕрӗсенче çутатас ĕçе хастар хутшӑнакансене Шупашкар 550 çул тултарнă тĕле кăларнă медальсем парса чысларĕç. 15 çын ӑна илме тивĕç пулчĕ. Вӗсен йышӗнче «Чăваш ЕН» патшалăх телерадиокомпани директорӗ Екатерина Канюка.

Хула кунĕ умĕн ырă ĕç тăвакансене чысласси йăлана кӗнӗ ӗнтӗ. Унта коммерциллĕ мар организаци, ку е вăл предприяти ертӳçисене, обществăлла ĕçе хастар хутшӑнакансене парне параҫҫӗ. "Общественное признание" конкурс ҫӗнтерӳҫисене 11 номинацире чысларӗҫ. Пирӗн ӗҫтеш Анна Филиппова Шупашкар пирки фильм хатӗрленӗшӗн "Хула ҫинчен ӳкеретӗп тата ҫыратӑп" номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Дмитрий Давыдов ҫӑлавҫӑ пляжра сыхӑ тӑрать. 18 ҫулти каччӑ кӑҫал çын пурнăçне пӗрре мар çăлнă. Ӑна "Халӑх паттӑрӗ" номинацире палӑртрӗҫ.

Конкурса хутшăнакансем кашни хăйĕн проекчĕпе паллаштарнă. Çĕнтерӳҫӗ пулайманнисене те хула администрацийĕ кӳрентермен. Пурне те тав хучӗсем парса хавхалантарнӑ. Анатолий Агафонов 82 çулта. Пĕлтӗр вăл хăй пурӑнакан Полевая урама тирпей-илем кĕртнӗ. Кӳршисемпе юлташӗсем ун шухӑшне ырланӑ-пурте ҫак ӗҫе хутшӑннӑ.