Тӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать

Ҫак ятпа Чӑваш тӗррин музейӗнче поэтӑмӑрӑн 1982-мӗш ҫулта Парижра тухнӑ "Отмеченная зима" кӗнеки ҫинчен каласа паракан курав уҫӑлчӗ. Ун хыҫҫӑн паллӑ сӑвӑҫӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем "А" сасса халалланӑ акцире Айхи сӑввисене вуларӗҫ.

Марина Карягина, Вадим Владимиров

12 пайран тӑракан курав питӗ пуян та хӑйне евӗрлӗ - ӑна кӗнеке страницисене тӑпсаран кӑларса сарса тухнӑ хурӑм йӗркеленӗ. Тӗп вырӑнта - Чӑваш наци музейӗн управӑшӗнчи Геннадий Айхин Франци тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ япаласем: сӑнсем, ҫырусем, ӳкерчӗксем. Кӗнеке кӑларас умӗнхи кӑмӑл-туйӑм, вӑхӑт сӗмӗ тӗкӗр ҫинчилле курӑнать. Ҫак архив - поэт тусӗ Николай Дронников ӳнерҫӗ парни. Вӗсене тӑватӑ ҫул каялла Наци музейӗн ӗҫченӗсем Парижа кайсах илсе килнӗччӗ.

Вероника Лосская - ӑслӑлах докторӗ, Сорбонна профессорӗ, Марина Цветаевӑпа Анна Ахматова вырӑс сӑвӑҫисен пултарулӑхне тӗпчекен. Ҫав кӑткӑс вӑхӑтра - Совет саманинче - ют ҫӗршывра кӗнеке кӑларни мӗн тути каланине вӗсем Айхипе иккӗшӗ те аван пӗлнӗ, анчах "Синтаксис" издательствӑра "Отмеченная зима" кун ҫути куратех. Поэт ун пирки Лосскаяна пӗр ҫырӑвӗнче: "Манӑн шӑпамра чи пӗлтерӗшли пурнӑҫа кӗчӗ. Сирӗн умӑрти пархатарӑм хамран та ытларах пурӑнтӑрччӗ", - тесе ҫырать. Французла пӗлнӗ Айхишӗн Париж чи юратнӑ хула пулса тӑнӑ, вӑл ҫак ҫӗршывӑн чаплӑ сӑвӑҫисене куҫарать, уншӑн Франци академийӗн 1-мӗш премине тивӗҫет. Ҫав тапхӑрта поэт камсемпе ҫывӑх пулни те кӑсӑклӑ, ҫавӑнпа курава йӗркелекенсем ӑна та шута илнӗ. Пӗчӗк экрансем ҫинче Анатолий Сырых, Марина Разбежкина режиссёрсем ӳкернӗ Айхипе ҫыхӑннӑ фильмсене курма пулать. Поэт художниксемпе туслӑ пулнӑ, кунтах - кӗнеке хуплашкине илемлетнӗ Игорь Макаревичӑн, Владимир Яковлевӑн, Игорь Вулохӑн, хамӑрӑн Анатолий Миттовпа Элли Юрьевӑн ӗҫӗсем те. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем - Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнчен, Ева Лисина йӑмӑкӗн, Атнер Хусанкайӑн, Галина Юрьеван, мӑшӑрӗн, хӗрӗн коллекцийӗнчисем те пур.

Куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн Геннадий Айхи поэзине юратакансем музей умӗнчи сквера унӑн сӑввисене тӗрлӗ чӗлхепе вулама тухрӗҫ. "А" сасса халалланӑ акцие поэт ҫуралнӑ кун ҫулсерен ирттереҫҫӗ.

Курав Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ. Унтан вӑл Мускава, Александр Солженицын ячӗллӗ Ҫурта куҫать, юлашкинчен Геннадий Айхи ҫуралса ӳснӗ Патӑрьел тӑрӑхне ҫаврӑнса ҫитет - район центрӗнчи "Ҫӑкӑр" музейӗнче уҫӑлать.