Пукане театрӗнче тӗнче шайӗнчи икӗ фестиваль уҫӑлчӗ - "Юмахсен каруҫҫелӗ" тата "Пурин те пӗр пек пулма кирлӗ мар"

Тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ артистсем 5 кун хушшинче театр сцени ҫинче, Республикӑри ача-пӑча клиника тата психиатри больницисенче, реабилитаци центрӗнче, Культура институтӗнче, Мускав ҫыранлӑхӗнче 30 ытла спектакль кӑтартӗҫ. Сусӑрсене валли Бангладешпа Яппун артисчӗсем тата Раҫҫейри 13 театр ятарлӑ хайлавсем хатӗрленӗ.

Алёна Артёмкина, Никита Углёв

Пукане театрӗнче уяв. Унччен ҫакнашкал ӗҫ-пуҫа 9 коллективран ытла хутшӑнни пулман. Хальхинче театрта пӗр вӑхӑтра икӗ форум пырать. Пӗри - "Пурин те пӗр пек пулма кирлӗ мар" фестиваль, вӑл кӑҫалхипе 5-мӗш хут иртет. Ӑна ятарласа сусӑр ҫынсем валли йӗркелеҫҫӗ. Спектакльсене куҫӗ курманнисем, хӑлхи илтменнисем валли ӑнланмалла хатӗрленӗ.

Раҫҫейри пуканеҫӗсем "Юмахсен каруҫҫелӗ" пирки лайӑх пӗлеҫҫӗ. 10 ҫул Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласемпе ытти регионта пулнӑ вӑл. Кӑҫал вара пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче иртет. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата ытти ҫӗр-шыври театрсенчен ҫитнӗ 20 ушкӑн хутшӑнать. Пӗтӗмпе 200-е яхӑн артист килнӗ Шупашкара.

Урӑх ҫӗршывран илсе килнӗ спектакльсене пурне те вырӑсла куҫарнӑ. Ятарлӑ хатӗрпе усӑ курса вӗсене лайӑхах ӑнланма пулать. Германири Гамбургран килнӗ хӑнсем - Анна-Мария Шлеммер мӗлкисен театрӗн артисчӗсем. Шупашкарта вӗсем "Маленький носорог ищет друга" спектакльпе паллаштарӗҫ. Гонконгран ҫитнӗ Чонг Чан Фай артиста Шупашкар хӑйӗн илемӗпе тыткӑнланӑ. Мускав ҫыранлӑхӗнче иртекен фестивальте вӑл китайла шоу кӑтартрӗ. Фестивальсен программи вара питӗ анлӑ.

"Единая Россия" парти хула кунӗ тӗлне Пукане театрне пысӑк парне кӳнӗ. Артистсене гастрольсене ҫӳреме пӗчӗк автобус парнеленӗ. Авӑн уйӑхӗнче театр ушкӑнӗ Пушкӑрт республикине кайма палӑртса хунӑ та ӗнтӗ.