"Стрижи" авиаци ушкӑнӗ Шупашкарти хӑйпе пӗр ятлӑ ача садӗнче хӑнара пулчӗ

Пилотсем воспитательсемпе ачасене шкул умӗнхи ҫуралнӑ кунӗпе тата хула 550 ҫул тултарнӑ ятпа саламларӗҫ.

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров

Ильенко урамӗнчи "Стрижи" ача садне 4 ҫул каялла хута янӑ. Пилотсем шӑпах ӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Хӑнасем палӑртнӑ тӑрӑх, авиаушкӑн ятне Раҫҫейре пӗртен пӗр садике панӑ. Ун ӗҫӗпе летчиксем Шупашкара кашни килмессерен кӑсӑкланаҫҫӗ. Ачасем патне вӗсем пушӑ алӑпа килмен. Шӑпӑрлансене мечӗксем парнелерӗҫ, асӑнмалӑх пысӑк картина парса хӑварчӗҫ.

"Стрижи" ятлӑ шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ Шупашкарта чи лайӑххисенчен пӗри. Кунта ӗҫлекенсем кашни ҫул хулари конкурссене хастар хутшӑнаҫҫӗ, грантсене тивӗҫеҫҫӗ. Паян ача садӗнче 8 ушкӑн. Вӗсемпе хастар та пуҫаруллӑ воспитательсем ӗҫлеҫҫӗ. Пӗчӗккисене тӗрлӗ енлӗн аталантарма садикре майсем ҫителӗклӗ.

Пилотсем Кадет корпусӗнче те пулса курчӗҫ. Шӑпах ку учрежденире Раҫҫейӗн сывлӑш тата космос ҫарӗсем валли специалистсем хатӗрлеҫҫӗ. Паян тата ыран "Стрижи" ушкӑн Шупашкарти аэроклубра шкул ачисемпе тӗл пулать. Ҫавӑн пекех паян пилотсем репетици ирттереҫҫӗ, вӗсене тӳпере 12 сехетре курма пулӗ. Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, авиаци ушкӑнӗ хула ҫыннисемпе хӑнисене савӑнтарӗ. Хальхинче Атӑл ҫийӗн 7 самолет вӗҫсе ҫаврӑнӗ.