Шупашкарта ентешлӗхсен йӑлана кӗнӗ «Туслӑх Кубокӗ» турнир иртет

Хула пуҫлӑхӗн парнисемшӗн районсен ентешлӗхӗсен 19 команди волейболла тата футболла выляса ӑмӑртрӗҫ. "Туслӑх Кубокне" 17-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑна Шупашкар ҫуралнӑ кунне халалланӑ. Кам вӑйлӑрах, хастартарах пулнине "Спартак" физкультурӑпа спорт комплексӗнче палӑртрӗҫ.

Леонид Петров, Елена Михайлова, Екатерина Янгалакова

Турнир пуҫланиччен ӑмӑртакансене Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, хула пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев тата ытти хӑнасем саламларӗҫ, спортсменсене ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Ентешлӗхсенчен йӗркеленӗ командӑсем малтан волейбол лапамӗнче тӗл пулчӗҫ. Кӑҫал вӑйӑ йӗркисене ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ. 2 хутчен выляса яракансем ӑмӑртуран тухса ӳкеҫҫӗ. Хутшӑнакансен шучӗ ытти ҫулпа танлаштарсан ку хутӗнче сахалрах пулнӑран, вӗрен туртассине программӑна кӗртмен.

"Туслӑх Кубокӗ" спартакиадӑна йӗркелекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ӑсталӑхӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Кунта профессионал спортсменсем мар, ентешлӗхсенче тӑракан тата спорта кӑмӑллакан ҫынсем пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑртусем ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пырӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Юрӑ лапамӗнче чыслӗҫ.