Чӑваш Енре васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсен ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ

Республикӑра пӗрремӗш хут инкек медицинин центрӗ васкавлӑ пулӑшу бригадисен ӑсталӑх конкурсне ирттерчӗ. Унта хӑш регионтан хутшӑннӑ тата мӗнле тапхӑрта тупӑшма уйрӑмах йывӑр пулнӑ ушкӑнсене?

Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Михаил Солин

Ӑмӑртӑва 17 васкавлӑ пулӑшу бригади хутшӑнчӗ. Хӑйсен ӗҫри ӑсталӑхне кӑтартма Шупашкара Коми, Мускав, Чулхула, Севастополь хулисенчи тухтӑрсем ҫитнӗ.

Бригадӑсемшӗн чи пӗлтерӗшли - мӗн пултарнине ӗҫре кӑтартса парасси. Кунта пӗр-пӗрне ӑнланни, хавхалантарни паха. Ҫул ҫинчи аварире йывӑр аманнӑ ҫын патне васкавлӑн ҫитмелле, кӗске хушӑра мӗн пулнине ӑнланса илсе пӗрремӗш пулӑшу кӳмелле. Инкеке лекнисем вырӑнӗнче - медицина факультетӗнче вӗренекенсем пулчӗҫ.

Васкавлӑ пулӑшу машинисем пӗрин хыҫҫӑн тепри "ҫула тухрӗҫ". Водительсем вырӑна хӑвӑрт та вӑхӑтра ҫитме пултарнине, фельдшерсем - тӗрӗс ӗҫ йӗркине кӑтартса пачӗҫ. Ытти регионти ӗҫтешӗсем тӗрлӗ лару-тӑрура хӑйсене еплерех тыткаланине пирӗн тухтӑрсем кӑсӑкланса сӑнарӗҫ. Аякран килнӗ бригадӑсем ҫӗнӗ йышши хатӗрсемпе усӑ кураҫҫӗ. Мускавсен, сӑмахран, ятарлӑ хунарсем, куҫлӑх, жилетсем пур. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Сыктывкартан килнӗ ушкӑн чи маттурри пулчӗ. Иккӗмӗш вырӑна - ҫӗршывӑн тӗп хулинчи, виҫҫӗмӗшне - Севастополь тухтӑрӗсем йышӑнчӗҫ. Чӑваш тухтӑрӗсене те ырларӗҫ. Пирӗн республикӑри инкек медицина центрӗн ӗҫне хӑнасем пысӑка хурса хакларӗҫ. Васкавлӑ пулӑшӳ кӳрекенсен ӗҫӗнче чи кирли - вырӑна вӑхӑтра ҫитесси. Ку кӑтартупа Чӑваш Ен Раҫҫейре чи лайӑххисен йышӗнче.