Шупашкарта 61-шкулӑн хушма корпусӗ уҫӑлчӗ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне - пысӑк парне. Шупашкарти Социализм урамӗнче 61-мӗш пӗлӳ ҫурчӗн хушма корпусне уҫрӗҫ. Унта Пӗлӳ кунӗ 500 ача вӗренме пуҫлӗ. Ҫӗнетнӗ ҫурта эпир те пахаларӑмӑр.

Елена Дмитриева, Никита Углев

61-мӗш шкулӑн иккӗмӗш корпусне пӗлтӗр кӗркунне юсама пуҫланӑ. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама республика хыснинчен 44 миллион тенкӗ, хула хыснинчен 43 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫак ҫурта 56 ҫул каялла хӑпартнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта каҫхи шкул пулнӑ. Халӗ ӑна тӗпрен ҫӗнетнӗ. Чӳречесене, алӑксене, коммуникаци тытӑмне улӑштарнӑ, урай сарнӑ, стенасене сӑрланӑ. Унсӑр пуҫне ҫурт тӑррине юсанӑ. Шкул картишне те тирпей-илем кӗртнӗ, ачасем валли спорт лаптӑкӗ йӗркеленӗ. Иккӗмӗш корпуса уҫни 61-мӗш шкулта вӗренекенсене пӗрремӗш сменӑра пӗлӳ илме май парӗ.

Ҫӗнӗ корпусра 3 цифра лабороторийӗ. Химипе биологи, физикӑпа математика тата информаципе технологи енӗпе тарӑн пӗлӳ илме тивӗҫлӗ майсем туса панӑ. Кашни класрах интерактивлӑ хатӗрсем пур. Ӳнер уйрӑмӗнче вӗренекенсем вара ҫӗнӗ корпус уҫнӑ ятпа шкул картишӗнче пленэр йӗркелерӗҫ. Ҫавӑн пекех кунта "Инженерипе техника шкулӗ" проект пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Ҫак енӗпе вӗренес текенсемпе Чапаев ячӗпе хисепленекен предприяти тӳрремӗн ӗҫлӗ.