Унта 2018-2019 мӗш ҫулхи вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетрӗҫ, малашнехи тӗллевсене палартрӗҫ.
Надежда Александрова Вадим Владимиров
Конференцие хутшӑнакансем ҫӗнӗ технологисен куравӗпе паллашма пултарчӗҫ. Ăна йĕркелеме ача сачӗсемпе тӗрлĕ организаци хутшӑннă. Робототехника кружокӗсем нумай шкулта ӗҫлеҫҫӗ. Ачасене ҫакӑ пур енлӗн аталанма пулӑшать. Ҫĕрпӳри 1-мӗш шкулта вӗрентекен Мария Горшкова çамрăксем кружока хаваспах ҫӳренине пӗлтерчӗ. "Вӗрентӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Чаваш Енре 8 проект пурнӑҫланать. Конференцире вӗсем пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ.
Проектсене хутшӑннине кура 40 ялти шкулсенче "Точка роста" центрсем йӗркеленӗҫ. Унта пине яхӑн ача ӑс пухӗ. Кӑҫал Шупашкарти "Волжский 3" микрорайонта 1100, Етӗрнере 300 ача вĕренмелли шкулсем уҫăлӗҫ. 29 ялти шкулсенче физкультура урокӗсем ирттермелли спорт залӗсене юсаса ҫӗнетӗҫ. Ачасен ашшӗ-амашӗсем валли республикӑра 31 консультаци центрӗ уҫӑлӗ. Кун пирки Вӗрентӳ министрӗ Сергей Кудряшов пĕлтерчĕ. Конференцире ӗҫре палӑрнисене "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" хисеплӗ ят парса чысларӗҫ. Весен йышӗнче Галина Енейкина. Вӑл 40 ҫула яхӑн Елчӗк районӗнчи Патреккел шкулĕнче ӗҫлет.
2025-мĕш ҫулччен пирӗн республикӑра ҫӗнӗ 21 шкул уҫма палӑртнӑ. Конференцие хутшӑнакансем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те сÿтсе яврӗҫ.