Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫре клуб ҫуртне юсаҫҫӗ

Культура ҫурчӗ - халӑха пӗрле пуҫтармалли вырӑн. Концерт курма, тӗрлӗ кружока е пӗр-пӗр пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва сӳтсе явма ял ҫынни клуба утать. Унта хӑтлӑ та илемлӗ пулмалла. Ҫакна тӗпе хурса Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле республикӑри Культура ҫурчӗсене ҫӗнетме йышӑннӑ. Комсомольски районӗнче Ҫӗнӗ Кипеҫ клубӗнче халӗ шӑпах юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова

1987-мӗш ҫулта лартнӑ клуба пӗрре те юсаман. Ҫулран ҫул кивелсе пынӑ вӑл. Ҫакӑ, паллах, ял халӑхне пӑшӑрхантарнӑ. Кӑҫал тинех ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ҫӗнӗкипеҫсемпе тӗвенешсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ - Культура ҫуртне юсама йышӑннӑ. Строительсем утӑ уйӑхӗнче ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫурт тӑррине туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех кунта стенасене йеркене кӗртмелле, чӳречесем улӑштармалла, ҫутӑ тытӑмне ҫӗнетмелле тата сигнализаци вырнаҫтармалла. Вак-тӗвек ӗҫ те сахал мар. Кивӗ урай вырӑнне плитка пулӗ. Строительсем вӑхӑта сая ямасӑр тӑрӑшаҫҫӗ. Культура ӗҫченӗсем вара хавхаланса ял халӑхне савӑнтарма юрӑ- ташӑ, тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ хатӗрлеҫҫӗ.

Ҫурт тулашӗ те ҫӗнелӗ. "Ҫакнашкал парне кӳни Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсене аталанма пулӑшӗ", - теҫҫӗ кунта пурӑнакансем.
Ял клубне юсама 4 миллион тенкӗ ытла укҫа уйӑрнӑ. Строительсем тӑрӑшса ӗҫлесен палӑртнӑ пекех авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кунта пӗрремӗш уяв концерчӗ иртмелле.