Фёдоровсен йӑхӗнче виҫҫӗмӗш ӑру кӑмака ҫавӑрать

Ҫӗнӗ ӗмӗрте техника хӑвӑрт аталаннӑран кулленхи пурнӑҫра юрӑхсӑрри хӑвӑрт йӑларан тухать. Нумай пулмасть кӑна пурне те кирлӗ пулнӑ пысӑк ӑстан маҫтӑрлӑхӗ те никама кирлӗ мар пулса юлма пултарать. Пирӗн тепӗр сюжет - мӗн авалтан пуҫласа паянхи кунчченех кивелмен професси ҫинчен: Федоровсен йӑхӗнче виҫҫӗмӗш ӑру кӑмака ҫавӑрать.

Марина Карягина, Никита Углёв

Алексей Федоров кӑмакаҫӑ каланӑ тӑрӑх, ӑна, таврара палӑрма ӗлкӗрнӗ ӑстана, ҫынсем чӗнсех тӑраҫҫӗ: хӑшӗ камин е барбекю купалаттарасшӑн, хӑшӗ, газ ырлӑхне хӑнӑхнӑ пулсан та, уйрӑм сӗтеклӗ яшкапа хӑпарту, кукӑль тавраш пӗҫерме пӗлекен кӑмакашӑн тунсӑхланӑ. Этем тени мунчасӑр та пурӑнаймасть. Ҫавӑнпа та унӑн ӗҫӗ - хулара пурӑнакансем ялта ҫурт хӑпартмашкӑн ӑнтӑлма пуҫланӑ тапхӑрта чи кирлисенчен пӗри.

Алексей строительство техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. Анчах унта ятарласа кӑмакаҫӑ пулма хатӗрлемеҫҫӗ. "Ҫынна ӗҫ вӗрентет", - тет Алексей хӑй чи малтан ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗпе юнашар ҫӳресе ӑсталанса пыни ҫинчен каласа панӑ май. Ун чухне вӑл кирпӗч хума пӗлнӗ, анчах пӗрле 5-6 кӑмака ҫавӑрса курнӑ хыҫҫӑн кӑна хӑйне ҫирӗп туйма тытӑннӑ. Халӗ вӑл маҫтӑрлӑха Никитӑпа Даниил ывӑлӗсене вӗрентет. Ӑста аллинче выляса тӑракан ӗҫ яланах пӗрре пӑхма ҫӑмӑл пек туйӑнать, анчах ку маҫтӑрлӑх пурне те парӑнмасть: чӑтӑмлӑх, тирпейлӗх, тимлӗх, ҫын умӗнчи яваплӑх кирлӗ. Тата та кирлӗреххи - кӑмакана чун пама пултарни, ку вара ун ӑшне ылтӑн аллӑн юратӑвне хывса ямасӑр ниепле те пулмасть. Ӑнсӑртран килсе лекнисем ку ӗҫре тытӑнса тӑраймаҫҫӗ. Кӑмакаҫӑна пулӑшакансемсӗр кансӗр: пӗри раствор хатӗрлет, тепри кирпӗч касса тӑрать. Шыв йӑтакан та, кирлӗ хатӗрсене вӑхӑтра парса таракан та юнашар пултӑр. Алексей тӗрлӗ йышши кӑмака ҫавӑрать. Чи малтан вӑл, пӗр вӑхӑтрах архитектор та, конструкторпа ӑшӑ энергетикӗ, хуҫана ӳкерчӗк сӗнет, ӑна пулас камин барбекю е кӑмака ӗлки кӑмӑлне кайсан ӗҫе пуҫӑнать. Хальччен унӑн кӑмакисем тӗтӗм-сӗрӗм кӑларни, вӗрилӗхӗ ҫитменни пирки никам та ӳпкелешмен.

Кашни ӗҫӗн - хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗсем, вӗсем пирки ӑстасем вӗренекенӗсене анчах калаҫҫӗ. Пире ӑста ытарлӑн ҫакна ҫеҫ систерчӗ: ырӑ хуҫасен кӑмаки уйрӑмах ӑнӑҫлӑ пулса тухать иккен.