Шупашкарта Ростов тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ "Дон ҫеҫенхирӗн амазонкисем" курав уҫӑлчӗ

Ҫар тумӗ тӑхӑннӑ ама ҫынсен сӑнарӗ мӗн авалтанпах этемлӗхе канӑҫ памасть: ҫыравҫӑсем халӑх асӗнче упранакан халапсене тӗпе хурса хайлавсем ҫыраҫҫӗ, археологсемпе историксем хӑйсен сӗмленӗвне ҫирӗплетме майсем шыраҫҫӗ. "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Шупашкара "Дон ҫеҫенхирӗн амазонкисем" килсе ҫитрӗҫ: шӑпах ҫакӑн пек ятпа Чӑваш наци музейӗнче Ростов тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ курав уҫӑлчӗ.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

Дон таврашӗ - "амазонкӑсен ылтӑнӗпе" тӗнчипе чапа тухнӑ ен. Халап - халӑх астӑвӑмӗ, археологсем ҫӗр айӗнчен чавса кӑларнӑ тупра вара тем тесен те чӑнлӑха ҫывӑхтарах. Хальхи Ростов тӑрӑхӗнчи ҫеҫенхирсенче авалхи масарсене алтса тӗпчевҫӗсем скифпа сармат тапхӑрӗнчи ылтӑн капӑрлӑхпа, ҫар хатӗрӗсемпе тата ут таврашӗсемпе пытарнӑ хӗрарӑмсен шӑммисене тупнӑ. Скифсемпе сарматсен тӑхӑмӗсем камсем - кун пирки те историксем паянхи кунчченех тавлашаҫҫӗ. Пирӗн пата шӑпах ҫак курава илсе килни те ӑнсӑртран мар, паллах.

Курава килекенсене чӑннипех те амазонка тумтирне аса илтерекен чӑваш хӗрӗ-хӗрарӑмӗн ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ, капӑрлӑхӗпе илемленнӗ музей ӗҫченӗсем кӗтсе илчӗҫ. Экспонатсем хушшинче вӗсем аваллӑхран килнӗн асамлӑн курӑнчӗҫ.

Наци музейне 600 ытла экспонат илсе килнӗ. Ылтӑн ҫиппе тӗрленӗ ҫи-пуҫ, чаплӑ мӑй ҫыххисем, ҫӗрӗсемпе шӑрҫасем, хаклӑ йышши пӑхӑр савӑт-сапа. Паха япаласем ӗмӗрсен витӗмне парӑнмасӑр аван упранса юлни тӗлӗнтерет. Ылтӑн капӑрлӑх - пуян хӗрарӑмӑн, апӑсӑн е ҫар пуҫӗн ҫи-пуҫӗ - чи хакли шутланать. Ун пекки тӗнчипе те урӑх ҫук. Муллӑ хӗрарӑма тупрапа кӑна мар, леш тӗнчере те влаҫлӑ та мӑнаҫлӑ пултӑр тесе ҫар хатӗрӗсемпе - хӗҫпе, сӑнӑпа, ухӑ йӗпписемпе, чи юратнӑ лашипе пытарнӑ пулас - унсӑрӑн ут хатӗрӗсем анчах хурса янин сӑлтавне ӑнлансах пӗтерме май ҫук. "Коллекцири 170-е яхӑн экспонат ылтӑнран, ун пеккисене Луврта та, Эрмитажра та тӗл пулаймӑн", - тет Ростов облаҫӗн музейӗн пуҫлӑхӗ Галина Куликова.

"Дон ҫеҫенхирӗн амазонкисем" экспозици хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ хулара ҫеҫ мар, Японире, Францире, Шотландире, Германире пулса куракансене тӗлӗнтернӗ. Чӑваш наци музейӗнче курав юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗҫлӗ.