Ҫӗмӗрле районӗнчи ялсенче хытӑ сийлӗ ҫул сараҫҫӗ

Кӑҫал Ҫӗмӗрле районӗнче "Халӑх пуҫарӑвӗ" республика программипе 12 урамра 9 çухрăм ытла хытӑ сийлӗ ҫул сарма тӗллев лартнӑ. Хăш-пӗр ялта ӗҫе вӗҫленӗ те ӗнтӗ, теприсем патне строительсем ҫывӑх вӑхӑтра ҫитмелле.

Леонид Петров, Михаил Солин

Тури Кӑмашари Московски урамӗнче пурӑнакансем йӗпе-сапа вӑхӑтӗнче яланах нуша курнă. Хытӑ сийлӗ ҫул пулманран ҫынсем пылчӑк ҫӑрса çÿренĕ. Машинсене водительсен ял хĕрринче хӑварма тивнӗ.

Пĕр шухăшлă пулса ял ҫыннисем халӑх пуҫарӑвӗн программине хутшӑнма кăмăл тунă. Республика хыснинчен уйăрнă укҫа ҫумне турикăмашасем килӗрен 5 - шер пин тенкӗ пухса панă. Ҫул тума "Еврострой" компанипе килĕшÿ тунă. Анат Кӑмаша ял тӑрӑхӗнче подряд организацийӗ харӑсах икӗ çĕрте ĕçлет. Заречная урамри çула вăл йĕркене кĕртнĕ те ĕнтĕ. Ҫурла уйӑхӗ вĕçлениччен Московски урамӗнче те хытӑ сийлӗ ҫул пулмалла. Ĕçĕ кăткăс. Урам ансăр пулнӑран шыв юхмалли канавсене тума чăрмавлă. Халӗ строительсем тăпра хăпартса хӑйӑр хурса пыраҫҫӗ. Телее, карьер çывăхрах. Вак чула вара Пӑрачкавран турттарма тивет.

Анатпа Тури Кăмашари çулсен тӑршшӗ пĕр ҫухрӑм та 330 метр. Ăна валли 3 миллион тенке яхӑн уйăрнă. Укçан ытларах пайĕ - республика хыснинчен, ыттине, миллион та 200 пинне, ял администраци бюджетĕнчен тата халӑхран пуçтарнă.

Турханта та халӑх пуҫарӑвӗпе Кузьмин урамӗнче çул тăваççĕ. Ун тӑршшӗ 560 метр. Вӑл яла аслă çулпа çыхăнтарĕ. Халӗ подряд организацийӗ шăпах вĕсем пĕрлешнĕ вырăна йĕркене кĕртет.

Çак программӑпа усӑ курса районти хӑш-пӗр ялта çул ыйтӑвне татса панӑ ĕнтĕ. Сӑмахран, Тарӑн Ҫырмара кашни урама вак чул сарса хытарнă. Кӑҫал кун пеккисен йышне Турхан, Якӑртушкӑнь ялӗсемпе Хутар сали кӗмелле. Ҫӗмӗрле районĕнче çул тăршшĕ - 170 ҫухрӑм. Ун çуррине юсамалла, çав шутра асфальт е вак чул сармалла. Ял çыннисен пурнӑҫне лайăхлатас тӗллевпе муниципалитет çитес çул та патшалăх программисене хутшăнасшăн. Ун чухне çĕмĕрлесен хытӑ сийлӗ ҫул тата вăрăмланĕ.