Ленин проспектӗнчи ҫӗнӗ поликлиникӑна палӑртнинчен маларах хута ярӗҫ

Шупашкар тӗп больницин ҫӗнӗ ҫуртне тӑвасси вӗҫленсе пырать. Ӑна кӑҫалах хута яма палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсем мӗнле пынипе Правительство ертӳҫи Иван Моторин паллашрӗ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Ҫӗнӗ поликлиника Ленин проспектӗнчи 12-мӗш ҫурт вырӑнӗнче, малтан ача ҫуратмалли больница пулнӑ ҫӗрте ҫӗкленет. Ӑна 2017-мӗш ҫулта тума пуҫланӑ. Кивӗ поликлиникӑра кунне 1200 ҫынна йышӑнмалла, анчах пулӑшу ыйтса килекенсен йышӗ унта икӗ хут нумайрах. Ҫавна май тухтӑр патне яланах черет пысӑк. Ҫӗнӗ сиплев ҫурчӗ ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Ӑна тума хыснаран 834 миллион та 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл шутран 163 ытла миллионӗ - медицина хатӗрӗпе сӗтел-пукан туянма.

Поликлиникӑн пӗтӗмӗшлӗ лаптӑкӗ 17 пин ытла тӑваткал метр. Кунне кунта пин ҫынна йышӑнма пултараҫҫӗ. Строительсем ӗҫе палӑртнинчен маларах пӗтерӗҫ. Ҫурта шал енчен кӑна йӗркене кӗртмелли юлнӑ тата ӑшӑ тытӑмне туса ҫитермелле. Сӗтел-пукана, медицина хатӗрӗсене поликлиникӑна авӑн уйӑхӗнче кӳрсе килме палӑртнӑ.