ГТРК Чувашия / Комсомольски районӗнче Культура ҫурчӗ ҫӗкленет
Версия сайта для слабовидящих

18 августа 2019 10:04   21°   $66.00 €73.22

16.08.2019 09:14

Комсомольски районӗнче Культура ҫурчӗ ҫӗкленет

Икӗ ялӑн пӗр савӑнӑҫ. Комсомольски районӗнчи Шурут тата Шурут-Нурӑс ҫыннисемшӗн тинех культура вучахӗ ялкӑшма пуҫлӗ. Ҫӗнӗ клуба ялсене аталантармалли патшалӑх программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ.

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова

Малтанхи культура ҫуртне кивелсе юхӑннӑран 20 ҫул каяллах хупнӑ. Ун чухнех вырӑнти артистсене Шурут шкулӗ хӑй хӳттине илнӗ те паянхи кунчченех репетицисем, уявсем унта иртнӗ. Ҫӗнӗ клуба кивӗ шкул вырӑнӗнче тӑваҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӑ ӗҫсен пӗтӗмӗшле хакӗ 14 миллион тенке яхӑн. Паянхи кун тӗлне икӗ хутлӑ ҫурта хӑпартнӑ, тӑррине витнӗ, канализаци, шыв, газ кӗртнӗ. Пӗр сӑмахпа - мӗн-пур ӗҫӗн 65 процентне тунӑ.

Кӗҫех штукатурсем ӗҫе пуҫӑнӗҫ, ҫав хушӑрах чӳречесене лартма палӑртнӑ. Тепӗр бригада вара клуб таврашне тирпей-илем кӳрес енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра хӑтлӑ та ҫутӑ пӳлӗмсем пулӗҫ. Кунтах вулав залӗ те вырнаҫӗ.

Ҫӗнӗ клуб ҫурчӗн проекчӗ питӗ хӑйнеевӗр. "Тепӗр чухне иртен-ҫӳренсем кунта мӗн пулассине чарӑнсах тӗпчеҫҫӗ", - теҫҫӗ строительсем. Ялта пурӑнакансем те хӑйсен савӑнӑҫне пытармаҫҫӗ.

Шурут ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те ҫӗнӗ ҫурта кӗрсе вырнаҫасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Клуба раштав уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Строительсем Ҫӗнӗ ҫул уявӗччен хӑйсен умне лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама шантараҫҫӗ.