ГТРК Чувашия / Çĕмĕрле районĕнчи турикăмашасем „Таса урам“ хăйтытăмлăха пĕрлешнĕ
Версия сайта для слабовидящих

18 августа 2019 09:47   21°   $66.00 €73.22

16.08.2019 09:07

Çĕмĕрле районĕнчи турикăмашасем „Таса урам“ хăйтытăмлăха пĕрлешнĕ

Ҫӗмӗрле районӗнче "Халӑх пуҫарӑвӗ" республика программипе усӑ курса кӑҫал 40 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ - 25 миллион тенкӗ. Укҫа-тенкӗн пӗр пайӗпе мӗнпур ял тӑрӑхӗнче каяшсене пуҫтармалли вырӑнсем йӗркеленӗ. Контейнерсене хӑҫан илсе килӗҫ? Тата Тури Кӑмашара пурӑнакансем ăпăр-тапăр пуҫтарас тĕлĕшпе мӗнле ҫӗнӗлӗх шутласа кӑларнӑ?

Леонид Петров, Михаил Солин

Паянхи куна республикӑри „Халӑх пуҫарӑвӗ“ программӑпа усӑ курса Ҫӗмӗрле районӗнче ăпăр-тапăр пухмалли 90 лаптӑк хатӗрленӗ. Ҫакӑн валли 6 миллион та 300 пин ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Йерке тăрăх лаптӑксем пур çĕрте те пĕр пек. Районта халĕ Европа стандарчӗсемпе килĕшсе тӑракан 192 контейнер ҫитессе кӗтеҫҫӗ. Каяшсене авӑн уйӑхӗнчен савӑтсене тултармалла. Хальхи вӑхӑтра ӑна михӗсене пуҫтараҫҫӗ. Регионти оператор вĕсене графикпе килӗшӳллӗн турттарнӑран пӑтӑрмахсем пулман.

Каяшсене пуҫтарассине Тури Кӑмаша ялӗнчи хастарсем çĕнĕлле йĕркелеме шут тытнӑ. Кун пек тĕслĕх хальлӗхе ниçта та ҫук. Турикӑмашасем "Таса урам" ятлӑ хӑйтытӑмлӑх йӗркеленӗ. Правление 3 çынна суйланӑ. Ялта пурăнакансем ăпăр-тапăр валли савăтсем лартма хăйсемех ятарлă вырӑнсем йӗркеленӗ. Унсăр пуçне вĕсем каяшсене уйӑрса пуҫтарма йышӑннӑ. Пластик таврашĕ – пĕр çĕре, хут валли урăх вырăн, кĕленче – тепĕр тĕлте. Çак япаласем валли вырӑнти предприниматель ятарлӑ пункт уҫнӑ.

Турикӑмашасен пуҫарӑвӗ район администрацинче ӗҫлекенсене те кӑсӑклантарнӑ.

Тепӗр хут усӑ курма май пур ăпăр -тапăра пунктра сортлаҫҫӗ, михĕсемпе ятарлă савăтсене тултараҫҫӗ. Пурӗ 12 тĕрлĕ япала. Ӑпӑр-тапӑр илсе килекенсен ячӗсене журналта ҫырса пыраҫҫӗ. Ӗҫлеме пуҫланӑранпа кунта 355 кило тепĕр хут усă курма юрăхлă ӑпӑр-тапӑр йышӑннӑ. Хакĕ - пин те 200 ытла тенкӗлӗх тесе палăртнă. Çак укçана регионти оператора ниҫта усӑ курма юрӑхсӑр каяша турттарнӑшӑн тӳлеме палӑртнӑ та. Ӑна та ҫын шучӗпе мар, каяш мĕн чухлине кура.

Хальлĕхе ял ҫыннисем патне регионти оператортан каяш Икӗ ен хушшинчи килӗшӳ вӑя кĕрсен тӳлев хучӗ хӑй тытӑмлӑх адресĕпе кăна килмелле. Ҫак çĕнĕлĕх юпа уйӑхӗнчен пурнӑҫа кӗрессе шанаҫҫӗ ял ҫыннисем.