ГТРК Чувашия / Чӑваш Енри «ЯлАр» ушкӑн Ижевск хулинче этнокультура фестивальне хутшӑннӑ
Версия сайта для слабовидящих

18 августа 2019 10:24   22°   $66.00 €73.22

15.08.2019 09:35

Чӑваш Енри «ЯлАр» ушкӑн Ижевск хулинче этнокультура фестивальне хутшӑннӑ

Ижевск хулинче пӗрремӗш хут "Тангыра" ятпа ҫамрӑксен хальхи этнокультура фестивалӗ иртнӗ. Чӑваш Енрен унта ултӑ музыкантран тӑракан "ЯлАр" ушкӑн хутшӑннӑ. Форум программинче - юрӑсем, ӑсталӑх класӗсем, кино, дизайн, пултарулӑх лаҫҫисем.

Марина Карягина, Антон Копылов, Алексей Илларионов

"ЯлАр" рок-ушкӑн Шупашкар хулинче ултӑ ҫул каялла йӗркеленнӗ. Унӑн репертуарӗнче - каччӑсем хӑйсем ҫырнӑ хайлавсемпе чӑваш халӑх юррисем. Этнофестивале Раҫҫейри кашни хӑйӗн чӗлхипе юрлакан ҫичӗ халӑх яш-кӗрӗмӗ пуҫтарӑннӑ. Вӗсем хальхи юрӑ-кӗвӗ ӳнерӗн мӗнпур жанрӗсемпе юхӑмӗсем урлӑ наци уйрӑмлӑхне, сӑн-сӑпатне кӑтартасшӑн. Чӑвашсемсӗр пуҫне кунта пушкӑрт, ҫармӑс, тутар, удмурт тата ытти халӑхсен пултарулӑхӗпе паллашма май пулчӗ.

"Этномузыка халь хӑвӑрт сарӑлса, вӑй илсе пырать", - теҫҫӗ ҫамрӑксем. Сӑмахран, пушкӑртсен "Аргымак" ушкӑнӗ нумай пулмасть Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи пӗр фестивальте укҫан пысӑк премие тивӗҫнӗ. "Курай халӑх музыка инструменчӗ, карланкӑпа юрласси тата хальхи стильсем: вӗсене ҫураҫтарма хӑюлӑх ҫитерсен урӑхла янӑрав ҫуралать", - теҫҫӗ яшсем.

Ежевика Спиркина - Мускавран килнӗ "Ойме" ансамбль солисчӗ, юрӑ хайлакан тата тӗпчевҫӗ. Вӑл нумай музыка инструменчӗ калама пӗлет. "Ҫак мордва торомне - йывӑҫ горна - чӗм кӗртме ансат мар" - тет вӑл.

Кашни халӑх фестивальте хӑйӗн уйрӑмлӑхӗпе палӑрать. Чӑвашсен параппанӗпе те кӑсӑкланчӗҫ: ӑна йытӑ е урӑх чӗрчун тирӗпе сӑраҫҫӗ, усӑ курас умӗн ҫемҫетме авалтан сӑрапа сапаҫҫӗ. Ҫапла вара этнофестиваль нумай нациллӗ Раҫҫей ывӑл-хӗрне туслашма пулӑшать.