Самар хулинчи культурӑпа социаллӑ хутшӑнусен центрӗ чӑваш халӑх пуянлӑхӗ ҫинчен видеофильм ӳкерет. Паян вӗсем Канашпа Комсомольски районӗсенче ӗслеҫҫӗ. Унччен вара Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче пулчӗҫ. Тӗплӗнрех Алексей Енейкин каласа кӑтартать.
Алексей Енейкин, Никита Углёв
Ҫӗршыври халӑхсен пуян йӑли-йӗркипе хӑйнееверлӗхне упрассипе ҫыхӑннӑ проекта Раҫҫей Президенчӗн гранчӗ пулӑшнипе пуҫарнӑ. Ятарлӑ ушкӑн Чӑваш Енсӗр пуҫне Мари, Пушкӑрт, Удмурт, Мордва, Тутарстан республикисене, Киров, Чулхула, Оренбург, Пенза, Самар, Саратов, Чӗмпӗр облаҫӗсене тата Пермь тӑрӑхне ҫитме палӑртнӑ. Пирӗн республикӑна вӗсем виҫӗ кунлӑх килнӗ. Чӑваш халӑхӗн хӑйнеевӗрлӗхне упракан, ӑна аталантаракан ӑстасемпе тӗл пулаҫҫӗ хӑнасем. Людмила Балтаева, сӑмахран, ҫемйипех ҫак яваплӑ ӗҫре тӑрӑшать. Темиҫе ӗмӗр каялла пурӑннӑ несӗлсен ҫи-пуҫӗпе капӑрлӑхне тӗпчесе халӑхра тӗлӗнмелле пуян пурлӑх сараҫҫӗ вӗсем.
Авалхи йӑла картинчен тухмасӑр ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнса тунӑ капӑрлӑх пирӗн халӑхӑн манӑҫма пуҫланӑ пуянлӑхне ҫӗнӗ варкӑш кӗртме тивӗҫ.
Культура еткерлӗхӗ пирки фильм ӳкерекенсем халӑх пултарулӑхне аталантаракан ал ӗҫ ӑстисемпе те тӗл пулаҫҫӗ. Алевтинӑпа Евгений Ларинсем йывӑҫран тӗрлӗ юмах-халапри сӑнарсене касса кӑлараҫҫӗ. Кӳлепесене чун кӗртеҫҫӗ тейӗн.
"Уяв" фольклор ансамблӗпе тӗрлӗ юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсен пултарулӑхӗ те аудиовизуаллӑ энциклопедине кӗмелле. Акӑ, Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти "Сӑр Ен" ансамбль хӑйсен тӑрӑхӗнчи йӑла-йӗркепе паллаштарать. Юрӑ-ташӑсӑр пуҫне чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе, ҫи-пуҫӗпе тата ытти хӑнеевӗрлӗхӗпе кӑсӑклантарать. Халӑх йӑлин пуянлӑхне истори валли ҫырса хӑваракансене вара Канашпа Комсомольски районӗсенче пурӑнакансем те анатри чӑвашсен уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарӗҫ. Несӗлсем патне таврӑнма пулӑшакан энциклопеди пуххи пӗтӗмпе 14 видеофильмран пулмалла. Пирӗн культура пуянлӑхӗ унта хӑйӗн вырӑнне тивӗҫлипе йышӑнӗ.