Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрне ҫӗнӗ автобус парнелерӗҫ

"Единая Россия" партин "Культура малой родины" проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑри театрсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтерчӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем ҫак парнене шӑпах отпускран тухнӑ тӗле илчӗҫ.

Алиса Александрова, Никита Углев

Театр ҫуртӗнче ӗҫ шавӗ ҫаплипех лӑпланмасть. Мӗн-пур ӗҫе чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Артистсемшӗн вара хӗрӳ тапхӑр пуҫланать кӑна-ха. 87-мӗш пултарулӑх сезонӗ уҫӑлнӑ тӗле субсиди укҫипе Грибоедов камичӗ тӑрӑх "Чацкий. Горе уму" тата Волков юмахӗпе "Волшебник Изумрудного города" постановкӑсене хатӗрлемелле. Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе республикӑра кӑна мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче паллаштарма пултарччӑр тесе 30 вырӑнлӑ ПАЗ автобус парнелерӗҫ. Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Юрий Кислов транспорт уҫҫине театр ертӳҫине Елена Николаевана тыттарчӗ. Ҫавӑн пекех "Культура малой родины" проектпа килӗшӳллӗ тивӗҫнӗ 10 миллион тенкӗ грант укҫинчен театр валли ҫемҫе пукансем кӳрсе килнӗ, музыка студийӗ валли сасӑ хатӗрӗсем те туянмалла.

Ҫавна май театра ҫӗнӗ автобус парнелени питӗ вӑхӑтлӑ пулнине палӑртаҫҫӗ артистсем. Аякри куракан патне тухса ҫӳреме хӑтлӑ та меллӗ, теҫҫӗ вӗсем. Культура министрӗ Константин Яковлев та транспорта артистсемпе пӗрле пахаларӗ.

Ҫавӑн пекех Культура министерстви пулӑшнипе ҫӗнӗ сезонта Шупашкарти 1-мӗш театрсен форумне йеркелесшӗн. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен хӑйсен чӗлхипе вылякан ача-пӑча театрӗсем хутшӑнмалла. Наци драматургӗсен лабораторийӗсене ирттересси те йӑлана кӗрсе пырать Ҫамрӑксен театрӗнче. Ҫавӑнпа та пысӑк яваплӑхпа ӗҫлемеллине туйса хатӗрленеҫҫӗ ҫӗнӗ сезона артистсем.