Чăваш Енри Кадет корпусне вĕренме кĕнисен йышĕ паллă

Совет Союзĕн Геройĕ Александр Кочетов ячĕллĕ Кадет корпусĕ ачасене йышăнма хатĕр. Кăçал кунта 5-мĕш, 8-мĕш тата 10-мĕш класа 121 çамрăка вĕренме илнĕ. Кадет пулма ят тухнисемпе пирĕн пултарулах ушкăнĕ тĕл пулчĕ.

Екатерина Фомина, Екатерина Янгалакова

Муркаш районĕнчи Петя Михайловшăн çĕнĕ вĕренÿ çулĕ кăçал çĕнĕ шкулта пуçланать. 5-мĕш класа вăл Кадет корпусне вĕренме кĕнĕ. Спецназ отрячĕн командирĕ пулма ĕмĕтленекенскере шкулти çирĕп йĕрке хăратмасть.

Коля Ильин та пуласлăхне çар ĕçĕпе çыхăнтарма тĕллев тытнă. Унччен вăл Шупашкар районĕнчи Карачура шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Хăй тăрăшулăхне кура вĕренме кĕчĕ, - тет амăшĕ Ольга Николаевна.

Кадет пулас текенсен спортпа туслă пулмалла, вырăс чĕлхипе математикăна лайăх пĕлмелле. Психолог та калаçать ачасемпе. Кăçал пĕр вырăншăн 5-ĕн тупăшнă. Чылайăшĕ сывлăхне пула конкурс витĕр тухаймарĕ, - тет Кадет корпусĕн директорĕ Юрий Маслов. Шкулта 400 ача пĕлÿ илеет. Çĕнĕ кермене Атăл тăрăхĕнчи федераци округĕнчи «КаДетство» проектпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр хута янă. Кунта ачасем тарăн пĕлÿ илнипе пĕрлех хăйсене кăмăла каякан кружоксене, спорт секцийĕсене çÿреççĕ. Çитĕнÿсем те пур. Кăçал Чулхула облаçĕнче иртнĕ çамрăк армеецсен «Гвардеец» лагерĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çар тытăмĕнчи аслă шкулсене вĕренме кĕнисем те чылаййăн. Петя Михайловпа Коля Ильин та Кадет шкулĕнче пĕлÿ илни малашлăха телейлĕ çул уçса парасса шанаççĕ.