Красноармейски районӗнчи ялсенче ҫул сараҫҫӗ

Кӑҫал Красноармейски районӗнче 78 миллион тенкӗлӗх асфальт тата хытӑ сийлӗ ҫул сарма тӗллев лартнӑ. Ҫакна тума мӗнле программа пулашӗ тата хӑш яла савӑнӑҫ ҫитӗ?

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Йӗпе-сапа вӑхӑтӗнче Анаткаса трактор-машинпа кӗрсе тухасси чӑрмавлӑ пулнӑ. Асфальт ҫул ял ҫывӑхне кӑна ҫитнӗ. Район "Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем" федераци программине хутшӑнни ял халӑхӗн пурнӑҫне тӗпрен улӑштармалла.

Хальхи вӑхӑтра строительсем харӑсах темиҫе ҫӗрте ҫул никӗсне хӑпартаҫҫӗ. Унпа пӗрлех ҫумӑр шывӗсене юхтарса яма пӑрӑхсем хураҫҫӗ. Проект ансат мар. Кунта дренажпа коллектор тытӑмӗсене те пӑхса хунӑ. Ҫул хӗррисене ҫирӗплетмелле. Хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнса ҫуран ҫӳрекенсем валли тротуар тӑвӗҫ. Туслӑх урамӗнче ҫӗр ӗҫӗсене вӗҫленӗпе пӗрех. Ытти лаптӑкра та ҫак ӗҫсене авӑн уйӑхӗ тӗлне туса пӗтерме палӑртнӑ. Унтан ҫулӑн ҫиелти сийне сарӗҫ. Техника та, ӗҫлекенсем те ҫителӗклӗ. Кирлӗ строительство материалӗсене ял ҫывӑхнех турттарса хунӑ. Асфальт ҫула Туслӑх урамӗсӗр пуҫне Чапаев тата Ельниково урамӗсенче сарӗҫ. Ял ҫыннисемшӗн ку пысӑк парне.

Вутлан ялӗнче те ӗҫ вӗрет. Кунта халӑх пуҫарӑвӗн программипе пӗртӑван Николаевсен урамӗнче хытӑ сийлӗ ҫул сараҫҫӗ. Вӑл яла аслӑ ҫулпа ҫыхӑнтарӗ. Унӑн тӑршшӗ пӗр ҫухрӑм ытла. Хакӗ - 4 миллион тенке яхӑн. Укҫан ытларах пайне республика тата вырӑнти бюджетран уйӑрнӑ. Ыттине ял ҫыннисем пуҫтарса панӑ.

Асӑннӑ программӑсене красноармейскисем ҫитес ҫул та хутшӑнас тӗллевлӗ. Халӗ ҫакӑн валли проектсем хатӗрлеҫҫӗ.