Ҫамрӑксен театрӗнче федераци программипе тӗп юсав пырать

Ҫӗршывра "Культурная среда" федераци проекчӗ пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн регионсенчи 40 театра тӗпрен юсама йышӑннӑ. Кӑҫал ҫак ӗҫ валли 400 ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче анлӑ ӗҫ чи малтанах Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫӑннӑ.

Алиса Александрова, Семен Антонов

Пӗлтӗр театр 85 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Унччен кӑшт маларах кӑна чӑн-чӑн кил тупса тӗпленчӗ ку пултарулӑх ушкӑнӗ. Мускав проспектӗнчи "Ҫеҫпӗл" кинотеатра 2016-мӗш ҫулта панӑ сцена ӑстисене. Унтанпа тапхӑррӑн-тапхӑррӑн ҫурта ҫӗнетнӗ, анчах иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче тунӑскере пӗрре те тӗпрен юсаман. Тӑван килӗ пек ҫывӑх пулса тӑна кӗтесе хӑтлӑлатма артистсем хӑйсем те пулӑшнӑ. Кӑҫал вара "Культурная среда" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрни вырӑнлӑ пулнӑ.

47 миллион тенкӗпе ҫуртӑн тулаш енне, тӑррине юсаса ҫӗнетнисӗр пуҫне шалта та чылай ӗҫ тумалла. Паянхи куна чӳречесене улӑштарнӑ, халӗ залсенче юсав пырать. Артистсем отпускра пулин те театрта мӗн пулса иртнипе кӑсӑклансах тараҫҫӗ.

Строительсем кунта сезон хупӑнсан ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хальлӗхе графикпе ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ. Подрядчикпе тунӑ килӗшӳре, мӗн пур ӗҫе чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.