Уйсене типӗ ҫу хӑратмасть

Тухӑҫлӑ пахча-ҫимӗҫ туса илес тесен малтанхи тапхӑрта чылай укҫа хывмалла тесе шутлать Етӗрне районӗнчи Килтӗшри Валерий Григорьев фермер. Хӑйӗн опычӗпе вӑл ыттисене те паллаштарма хатӗр. 2015-мӗш ҫулта хуҫалӑхра мелиораци тытӑмне вырнаҫтарнӑ. Купӑстапа ҫӗр улми уйӗсене халӗ типӗ ҫу хӑратмасть.

Алена Алексеева, Михаил Солин

Ҫак теплицӑсенче ҫуркунне купӑста калчисем ӳстернӗ. Вӗсене уя куҫарса лартсан кунта хӑярпа помидор лартнӑ. Пахча-ҫимӗҫ тухӑҫӗ кашни ҫулах аван пулать. Ҫӗр пушӑ выртмасть.

Купӑстасем лайӑх ӳснӗ - кӗҫех пуҫ ҫавӑрма пуҫлаҫҫӗ. 4 ҫул каялла Валерий Петрович мелиораци тытӑмне хута янӑ. Ҫанталӑка пӗлмелли ҫук. Ҫу типӗ пулсан тухӑҫ илмесӗр тӑкак тӳсесси кашни ҫӗрпе ӗҫлекене хӑратать. Ҫавӑнпа банкран 27 миллион тенкӗ кивҫен илсе палӑртнӑ ӗҫе тунӑ фермер. Патшалӑх тӑкаксен 50 процентне саплаштарнӑ. Мелиораци тытӑмӗн уссине Валерий Григорьев туйса илнӗ. Пӗлтӗр пӗр гектартан 500-е яхӑн центнер купӑста пуҫтарнӑ.

Фермер 3 лаптӑкра ҫак пахча-ҫимӗҫе ӳстерет. Кунта 40 гектар. Шӑрӑхра уя куҫса ҫӳрекен хатӗр шӑварать. Купӑста - шыв юратакан культура.
Унсӑр пуҫне фермер 150 гектар ҫинче ҫӗр улми ӳстерет. "Иккӗмӗш ҫӑкӑрпа" тупӑш тума пулать, тет. Ҫакӑн валли чӑтӑмлӑх кӑна кирлӗ. Юлашки ҫулсенче хӑш-пӗр хуҫалӑх ҫӗр улмипе ӗҫлеме пӑрахнин сӑлтавне вӑл ҫапла ӑнлантарать.

Ҫӗр улми уйӗнче та мелиораци тытӑмне вырнаҫтарнӑ. Иртнӗ ҫул пӗр гектартан вӑтамран 190 центнер пуҫтарса илнӗ.
2010-мӗш ҫулта кунти "Дружба" колхоз панкрута тухсан ӑна саланса кайма паман. Валерий Петрович унӑн никӗсӗ ҫинче фермер хуҫалӑхне йӗркеленӗ, ял халӑхне ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Шалу вӑхӑтра тӳлет.

Фермер 825 гектар ҫинче тырӑ та ӳстерет. Кӗҫех ӑна вырмалли тапхӑр ҫывхарать. 2004-мӗш ҫулта кӑларнӑ комбайн кивелнӗ, ҫӗннине туянас ӗмӗтпе пурӑнать ҫӗр ӗҫченӗ.