Ҫӗрпӳ районӗнче аслӑ ҫул айккине им-ҫам тӑкса хӑварнӑ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫирӗккасси Туҫа ялӗ ҫывӑхӗнчи Мӑ-7 ҫул айккинче кӗрен тӗслӗ шӗвек кӳлленчӗкне асӑрханӑ. Пысӑках мар лаптӑкра пуҫтарӑнса тӑракан тасамарлӑх тавралӑха сиен кӳнӗ. Ҫут ҫанталӑкшӑн инкек кӑларса тӑратма пултаракан вырӑна пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитрӗ.

Алиса Александрова, Семен Антонов

Икӗ уйӑх каялла Ҫирӗккасси Туҫа ялӗнче пурӑнакансем вырӑнти администрацие ҫивӗч ыйтупа пынӑ. Ялти пӗвере пулӑсем вилеҫҫӗ иккен. Хыпара вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи специалистсем тӗрӗслев органӗсене пӗлтернӗ. Ятарлӑ комисси тавралӑха тӗпченӗ май ҫак вырӑна асӑрханӑ.

Шыва тата ҫӗре тӗрӗсленӗ май инкек сӑлтавӗ ҫул айккине тӑкса хӑварнӑ ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан гербицидсенче пулнине палӑртнӑ. Ҫак им-ҫам хӑрушлӑхӗпе 2-мӗш ушкӑнри шутланать, ку тӗлти ҫӗр сийӗ наркӑмӑшланнине вара 4-мӗш ушкӑна кӗртнӗ специалистсем. Киревсӗр ӗҫе кам тата хӑҫан тунине тупса палӑртайман. Вырӑна пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ хыҫҫӑнах республикӑри "Экологи" центрта ӗҫлекенсем ҫитрӗҫ. Вӗсене ҫак хыпара Чрезвычайлӑ лару-тару министерствин Чӑваш Енри уйрӑмӗнчен тата Ҫут ҫанталӑк министерствинчен пӗлтернӗ.

Хамӑр республикӑра хальлӗхе сиенлӗ каяшсене кирлӗ пек тирпейлеме май паракан вырӑн ҫук. Ҫавӑнпа та ҫакнашкал пӑтӑрмах сиксе тухсан хутӑшсене самай аякка ӑсатма тивет. Мӑ-7 ҫул айккинчен уҫласа илнӗ тасамара, сӑмахран, Томск хулине илсе каяҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вара сиенленнӗ ҫӗр сийне тасатмалла. Хальлӗхе тавралӑха, сывлӑша, ҫырма-ҫатрана кӳме пултарнӑ тӑкака шутлаҫҫӗ. "Экологи" центрти специалистсем ҫак вырӑнти хӑрушлӑха тӗпрен сириччен тимлесех тӑрӗҫ.