Тирпейлӗх вырӑнне - урлӑ-пирлӗ тӳннӗ йывӑҫ

Пирӗн пата Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикре пурӑнакансем ҫине-ҫине кулянса шӑнкӑравларӗҫ. Вӗсем каласа панӑ тӑрӑх, унти масара тирпейлеме 800 пин кайнӑ, анчах ҫак укҫа-тенкӗ сӑваплӑ вырӑна хӑтлӑхран кӑларма кӑна пулӑшнӑ, тейӗн.

Марина Карягина, Никита Углев

Сӑваплӑ вырӑнта урлӑ-пирлӗ тӳннӗ йывӑҫ вуллисене, кивӗ вил тӑприсем ҫинче выртакан турат-ҫатракана курсан ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенет. Пире чӗнсе илнӗ ял ҫыннисем каласа панӑ тӑрӑх, хальччен кашни ҫулах халӑх хӑйӗн ирӗкӗпе масар ҫине кайса вил тӑпри таврашне тирпейленӗ. Ку кӑҫал та ҫаплах пулнӑ - ҫынсем тӑванӗсем ӗмӗрхи канлӗх тупнӑ вырӑна килсе ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, хӑтлӑх кӗртнӗ. Анчах кунта лутра хунавсемпе хыт-хурасӑр пуҫне ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ йывӑҫсем те нумай пулнӑ, ҫавӑнпа йышпа укҫа пуҫтарса, пуҫарулӑх программипе ятарлӑ ушкӑн тытса ӗҫлеттерме тивнӗ. Килӗрен 1-2 пин панӑ, теҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, масара ҫак таран "тирпейлеме" патшалӑхран 480 пин кайнӑ, тепӗр 320 пинӗ - вырӑнта пуҫтарни.

Укҫи-тенки пуҫтарӑннӑ, ятарлӑ ушкӑн ӗҫленӗ - пуҫланине вӗҫне ҫитереймен: 800 пин сахалрах пулнӑ имӗш. Унтан паллӑ мар сӑлтавпа масар ҫинче пушар тухнӑ. Хиртипикшиксем тасатма килнисем ҫапла майпа хӑйсен ӗҫне ҫӑмӑллатма хӑтланнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Эпир ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе курнӑҫас терӗмӗр. Вӑл пирвай "хӑйӗнчен ирӗк ыйтмасӑр унӑн ҫӗрӗ ҫине килнӗшӗн" кӑмӑлсӑрланнине палӑртрӗ, унтан халӑх мӗншӗн пӑлханнине ӑнлантарса пачӗ.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе район пухӑвӗн депутачӗ Роберт Хамдеев ҫак килпетсӗр лару-тӑруран мӗнле тухмалли пирки вӗрин калаҫрӗҫ. Ӗҫлеме килнисен 135 тӗп йывӑҫ касса тирпейлемелле, метр ҫӳллӗш карта тытмалла пулнӑ-мӗн. "Малтан тума палӑртнине туллин пурнӑҫланӑ, каснӑ йывӑҫсене кӗркунне илсе тухса ҫунтарӑпӑр", - тет Алимов. Анчах район пухӑвӗн депутачӗ Роберт Хамдеев халӑх тепӗр хут укҫа пухасси пирки иккӗленет. Тирпейлев ӗҫне хӑй ҫине илнӗ Юрий Романов предприниматель те килӗшӗве асӑннӑ лаптӑкран каснӑ йывӑҫсене илсе тухасси кӗменнине ҫирӗплетрӗ - ку тата та хакла ларнӑ пулӗччӗ. Эпир 2 уйӑх хушшинче масар тавра 270 тӑваткӑл метра хитре карта тытса ҫавӑртӑмӑр, 135 йывӑҫа вил тӑприсем ҫине ӳкесрен асӑрханса касрӑмӑр, эпир вӗсене вут чӗртсе ҫунтарман, терӗ подрядчик.