Етӗрне районӗнчи Владимировсен канса ларасси ӗмӗтре кӑна

Фермер ӗҫӗ яваплӑ. Унӑн кӑткӑс, хӑвӑрт татса памалли ыйтусем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Тӑкаксем те кашни утӑмрах тенӗ пек. Апла пулин те хӑй вӑхӑтӗнче ҫак ӗҫе пуҫӑннӑшӑн хӗпӗртет Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Виталий Владимиров. Вӑл мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетет.

Алена Артемкина, Михаил Солин

Виталий Владимировӑн хуҫалӑхӗнче хальлӗхе 7 ӗне. 2-мӗш ҫул ӗнтӗ ҫулла выльӑхсем уйра ирӗклӗ ҫӳреҫҫӗ. Электрокӗтӳҫ туянни ҫӑмӑллатнӑ фермерӑн пурнӑҫне - ӗне пӑхса вӑхӑт ирттеремлле мар. Курӑк кӑҫал нумай - ҫавӑнпа сӑвӑм та лайӑх. Талӑкне 28-36 литр сӗт параканни те пур. Пӗр литрне 15 тенкӗпе сутаҫҫӗ.

14 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑк ешерет. Ӑна ҫулса тирпейленӗ. Виталий Владимировӑн ҫакна валли пӗтӗм техника пур. Тепӗр 25 гектар ҫинче тыр-пул туса илет. Утӑ-улӑм туянмасть. Пӗлтӗр хӗл каҫма хатӗрлесе хуни те пур-ха. Фермера мӑшӑрӗ Юлия Викторовна пулӑшать. Вӗсем иккӗшех ҫара уйра вите хӑпартнӑ. Ҫакна валли банкран кивҫен укҫа илме тивнӗ. Иккӗмӗшне тума тытӑннӑ. Унта пӑрусемпе сыснасем ӗрчетес ӗмӗтлӗ.

Кунта кӑмака хутса сысна ҫурисем валли апат пӗҫӗреҫҫӗ, ҫанталӑк сивӗтсен ӗнесене шыв ӑшӑтса ӗҫтереҫҫӗ. Хӗл каҫма пысӑк вутӑ купи хатӗрлесе хунӑ. Ҫулла та, хӗлле те ялан ӗҫре Владимировсем. Ӗҫ ӑнса пынипе хавхалантарать вӗсене. "Вӑй пур чухне тӑрӑшасчӗ", - тет мӑшӑр. Канса ларасси ӗмӗтре кӑна.

Владимировсен кунӗ ирхи 4-ра пуҫланать. Каҫ пуличчен чылай ӗҫ туса ӗлкӗрмелле. Унччен 10 ҫула яхӑн Виталий Маркелович шапаша ҫӳренӗ. Ялан килтен аякра пулни ывӑнтарнӑ ӑна.

Фермер ӗҫне пуҫӑннӑшӑн вӑл хӑйне телейлӗ тесе шутлать. Хуҫалӑхра сиксе тухакан ыйтусене мӑшӑр пӗрле канашласа татса парать.
Ӗнесене пӗрмай тимлӗх уйӑрмалла: сумалла, тислӗк тасатмалла. Хулара вӗренекен хӗрӗ Лена каникул вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑшне пулӑшать. Сӑмах май, хуҫалӑхра кашнин хӑйӗн тивӗҫӗ.

Владимировсем пысӑк ӗмӗт-тӗллевпе пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ трактор туянасшӑн тата ӗнесен шутне 15-е ҫитересшӗн.