Ял ҫыннисене пӗрлештерекен уяв

Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте вӑййа тухас йӑлана хальчченех манӑҫа кӑларман. Уяв кунӗ килӗрен тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ, сӑра тӑваҫҫӗ, тӑван-хурӑнташ пӗр-пӗрин патне хӑнана кӗрсе хуҫипе мӑшӑрне хисеп тӑвать. Вӑйӑ картинче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те пулса курчӗ.

Марина Карягина, Никита Углев

Яланхи пекех Ҫӑлкассинчи пӗр ҫурт умне капӑр тумланнӑ ял халӑхӗ пуҫтарӑнса юрласа ташлама пуҫларӗ. Кунта авалтан ҫапла пулнӑ: ҫимӗкре, куккук авӑтма пуҫласан, ҫамрӑксем вӑййа тухма тытӑннӑ та питравра пӑрахнӑ. "Хӗрсен юрри ҫӗрлесерен пӗр ялтан теприне илтӗнетчӗ", - каласа параҫҫӗ астӑвакансем. Тӗрлӗ касран карталанса тухнӑ ушкӑнсем хӗреслӗ урамра пӗрлешнӗ. Ҫирӗклӗшӑхальсен малтан ҫӑл патне анас йӑла пур.
Ҫирӗклӗ Шӑхале тӑватӑ ӗмӗр каялла Килтӗш ятлӑ ҫын пуҫланӑ иккен. Кунта Кивҫурт текен вырӑн пур, ял пирвай унта ларнӑ имӗш. Унта 15 кил пулнӑ. Каярах, ҫырма пуҫӗнче ҫӑл тапса тухсан, ҫынсем ун ҫывӑхнерех куҫма пуҫлаҫҫӗ. Питравра пурин те хапха алӑкӗ яри уҫӑ - тарават халӑх хӑнасене хапӑл. Ку ял ҫыннисене пӗрлештерекен, асатте-асаттесем пек пӗр-пӗринпе туслӑ-тӑванлӑ пурӑнмаллине асилтерекен уяв. Хальхи ӑру малтанхи йӑхсем пурӑннӑ Кивҫурт вырӑнне те манмасть. Ваттисене сума суса, вӑййа тухнисем юрласа ташлама шӑпах кунта килеҫҫӗ.

Вӑхӑт иртнӗҫем уяв сӑн-сӑпачӗ улшӑнса пырать ӗнтӗ. Вӑййа ӗлӗк яш-кӗрӗм кӑна тухнӑ, ку вӗсемшӗн мӑшӑр суйламалли, пултарулӑх кӑтартмалли вырӑн пулнӑ. Хӗр ӗҫченлӗхӗпе тирпейлӗхӗ унӑн ҫи-пуҫӗнчен, тӗрри-эрешӗнче палӑрнӑ. Вӑйӑ пуҫлакан янкӑс саслӑ хӗре уйрӑм хисепленӗ. Паянхи ҫамрӑксен урӑх иленӳсем, анчах аслӑраххисем илемлӗ йӑлана пӑрахасшӑн мар. Хӗрарӑмсем малтанхиллех ҫак кун тӗлне ятарласа ҫӗнӗ кӗпе ҫӗлеттереҫҫӗ.

Килес ҫул питрав кунӗ канмалли куна лекет, ҫавӑнпа ҫирӗклӗшӑхальсем хуларан ҫамрӑксем килессе шанса уява анлӑн ирттересшӗн.