Канашри Энӗш юханшыва пулӑшу кирлӗ

Халӑх фрончӗн хастарӗсен шучӗпе, юханшыва самай сиен кӳнӗ. Вӑл ӑпӑр-тапӑрпа тулса ларнӑ. Ҫак тасамарлӑх хула ҫыннисене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтеркен вырӑна юхса кӗни уйрӑмах хӑрушӑ. Ҫырмана вараланӑшӑн камсем айӑплӑ тата экологи инкекне сирес шанӑҫ пур-и? Кун пирки сюжетра каласа кӑтартӑпӑр.

Ирина Николаева, Мария Никифорова, Вадим Владимиров

Тӗрлӗ ҫӳп-ҫап хушшинче утса пынӑ ҫӗртех ртутьлӗ лампӑсене асӑрхама пулать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫакна ӑпӑр-тапӑра чылай вӑхӑт никам та пуҫтарманнипе, ҫынсем ҫаплипех тавралӑха вараланипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫӳп-ҫап куписем йышлансах пыраҫҫӗ. Энӗш юханшывӗ текех ҫак хӑрушла тасамарлӑха тӳсме пултараймасть. Унччен илемӗпе килентернӗскер юлашки ҫулсенче юшкӑнланнӑ. Канашра пурӑнакан Владимир Понихидкин малтан кунта шапасем кваклатнине, кӑвакалсем чӗпӗ кӑларса ҫу каҫнине аса илет. Унӑн шухӑшӗпе ҫакӑншӑн юнашарти "Ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтеркен ҫурт" айӑплӑ, унта ӗҫлекенсем тасатман хими шӗвекӗсене ҫырмана юхтарса кӑлараҫҫӗ. Ҫак лавккана 2 ҫул каялла хута янӑ, анчах ӑна шыва хуралламалли ятарлӑ ҫӗрте хӑпартнӑ. Ӑна кам кунта тума ирӗк панине Канаш администрацийӗнче ӗҫлекенсем те ҫийӗнчех татса параймарӗҫ. Унсӑр пуҫне инҫех мар вӑрман хӗрринче канмалли вырӑн йӗркеленӗ. Хула ҫыннисем хӑйсем хыҫҫӑнхи ҫӳп-ҫапа ҫаплипех пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Юханшыв хӗрринче - каллех шыва хуралламалли ятарлӑ тӗлте - гараж кооперативӗ те туса лартнӑ. Машин хуҫисем ӑпӑр-тапӑра инҫе каймасӑрах пӑрахни иккӗлентермест. Ҫакӑ пӗтӗмпех тавралӑха сиен кӳрет. Ҫапла майпа канашсем хӑйсем вараланӑ Энӗш шывнех ӗҫсе пурӑнаҫҫӗ.

Халӑх фрончӗн хастарӗсем кунта маларах та пулса курнӑ. Лару-тӑру халӗ тата хӑрушӑрах, теҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе журналистсем ӳкерме килнине пӗлсен, кунта тирпейленӗ пекки тунӑ. Экскаватор йӗрӗсем тата тӑпрана ҫырма енне куҫарни ҫӳп-ҫапа Энӗше тӗксе янине ҫирӗплетет. Чӑтмалла мар шӑршӑ йӗри-тавра сарӑлать, юнашарах ача сачӗ вырнаҫнӑ. Экологсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак вырӑна тасатса тирпейлеме 5 ҫул кирлӗ. Вырӑнти чиновниксем ку ӗҫе ҫӗршыв программине лексе тӑвас тӗллевлӗ, ҫавна май проектпа смета документаци хатӗрлеме пуҫласшӑн. Ҫавӑн пекех авӑн уйӑхӗччен гаражсене пӑсма шантарчӗҫ.