Юбилей медалӗсем хуҫисене тупрӗҫ

Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа администрацисенче ӗҫлекенсем, депутатсем тата паллӑ ҫынсем хулари предприятисенче тӑрӑшакан халӑхпа тӗл пулусем йӗркелеҫҫӗ, ветерансене чыслаҫҫӗ. Электроаппарат заводӗнче вӑй хуракансемпе Раҫҫей геройӗ - Николай Гаврилов лётчик тӗл пулчӗ.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Шупашкарти электроаппарат заводне 1941-мӗш ҫулта никӗсленӗ. Вӑрҫа пула Ленинградпа Харьков хулисенчи электромеханика цехӗсене Чӑваш Ене куҫарса килме йышӑннӑ. 78 ҫул хушшинче заводра 10 пин ҫын вӑй хунӑ. Паян кунта тӑрӑшакансем 3 пине яхӑн. Ветерансен пӗрлешӗвӗнче вара 2 пин ҫурӑ ҫын. Вӗсен йышӗнче 93 ҫулти Георгий Карпилов. Электроаппарат заводӗнче вӑл 1942-мӗш ҫултан пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ. Шупашкарти пӗрремӗш светофора та шӑпах Георгий Давыдович вырнаҫтарнӑ, хӑйех ӗҫлеттерсе янӑ. Ветерана Раҫҫей геройӗ Николай Гаврилов Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ медаль парса чысларӗ. Ҫак пысӑк хисепе заводри персоналпа ӗҫлекен директор Сергей Кольцов та тивӗҫрӗ. Тӗлпулура хӑнасене хула аталанӑвне сӑнлакан видеоролик катартрӗҫ, завод ӗҫӗ-хӗлӗпе тата кунта кӑларакан хатӗрсемпе паллаштарчӗҫ. Музейра Николай Гаврилов та хӑйшӗн ҫӗнӗлӗх уҫрӗ.

Хула пурнӑҫне пысӑк тӳпе хывнӑ электроаппарат завочӗ ветерансен тӗслӗхӗпе хӑватланса аталаннӑ ҫемӗн аталанса пырать. Шупашкарӑн 550 ҫулхи юбилейӗ тӗлне кунта историе упрассипе тата тавралӑха хӑтлӑлатассипе чылай ӗҫ тума палӑртнӑ.

Хула кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ ытти предприятисенче те, ҫавӑн пекех культура, спорт тата вӗренӳ ҫурчӗсенче ҫакӑн евӗр тӗлпулусем иртеҫҫӗ.