Раҫҫейре чӗлӗм туртакансен шучӗ чакнӑ

Обществӑлла шухӑша тӗпчекен Пӗтӗм ҫӗршыври центр кӑтартӑвӗпе никотин серепине лекнисен йышӗ 29 процентпа танлашать. 2011-мӗшӗнче ку кӑтарту 38 процент пулнӑ. Пирӗн республикӑра пирус туртнине хирӗҫ кӗрешес ӗҫ аван пулса пырать. 10 ытла ҫулта "Чувашия" фонд тапака сивлесе пине яхӑн акци ирттернӗ. Хальхи вӑхӑтра волонтерсем социологи тӗпчевӗ тӑваҫҫӗ.

Алена Артемкина, Светлана Позднякова, Михаил Солин

Ҫулла волонтерсем килрен-киле ҫӳресе ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Вӗсем 2 пин те 500 ҫынпа тӗл пулма палӑртнӑ. Ытларах кӑнтӑрлӑ иртсен ӗҫлеҫҫӗ. Ун чухне аслисем килте пулас шанӑҫ пысӑкрах. Анкетӑра ыйту сахал мар, ҫавӑнпа волонтерсене чылай чухне хваттере кӗме сӗнеҫҫӗ. Асӑрханӑ тӑрӑх, ыйтусене чӗлӗм туртман ҫынсем кӑмӑллӑн хуравлаҫҫӗ. Сӑмахран, Людмилӑн ҫемйинче сиенлӗ йӑлапа туслисем ҫук. Вӑл та пирус туртакансен йышӗ сахалланнине асӑрханӑ.

Ҫакнашкал ыйтӑма унччен 2011-мӗш, 2014-мӗш тата 2017-мӗш ҫулсенче ирттернӗ. Юлашки тӗпчев тӑрӑх, Чӑваш Енре кашни 5-мӗш чӗлӗм туртать. Раҫҫейӗпе илсен ку кӑтарту пысӑкрах. Явап тыттармалли йӗркене ҫирӗплетнине пӑхмасӑр, хӑшӗ-пӗри обществӑлла вырӑнта та ним вӑтанмасӑр мӑкӑрлантарать. Халӑхра чӗлӗм сиенӗ пирки информаци сарас ӗҫ малалла пырӗ. Чылайӑшӗ ҫакна чухламасть - лавккари пируссенче халӗ тапак ҫукпа пӗрех, сывлӑхшӑн сиенлӗ хими хутӑшӗ кӑна.

Раҫҫейре 5 ҫул каялла ҫын сывлӑхне упрасси пирки калакан саккун вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн медицина, спорт, культура учрежденийӗсенче, подъездсемпе транспорт чарӑнӑвӗсенче чӗлӗм туртма юрамасть. Ҫакӑн валли ятарлӑ вырӑнсем йӗркелемелле. Урамра пирус мӑкӑрлантаракансен шучӗ чакнӑ-и? Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе штрафсен виҫине ӳстермелле-и? Ҫак ыйтусене эпир хула ҫыннисене патӑмӑр.

Кӑтартусем тӑрӑх, пирус туртнине сивлекен ӗҫӗн витӗмӗ пур. Раҫҫейре сиенлӗ йӑлапа туслисен йышӗ 20 процент чакнӑ. Ҫакна чӗлӗме хаклатнипе, штрафсене вӑя кӗртнипе те ҫыхӑнтараҫҫӗ.