Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа "Чечексемпе пирӗн хула кулать" конкурс иртет

Унта хутшӑнса тӗрлӗ пӗрлешӳпе организаци хӑйсен лаптӑкӗсене илемлетеҫҫӗ. Уйрӑмах ача сачӗсем хастар. Вӗсенчен пӗри - Шупашкарти 3-мӗш учреждени. Унта конкурса тӗплӗ хатӗрленнӗ.

Надежда Александрова, Семен Антонов

Конкурса ку ача сачӗ ахальтен мар хутшӑнать. Кунта юлашки вӑхӑтра пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. Картишӗнче "Эпӗ Шупашкара юрататӑп" тата "Кимӗ" арт объектсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ачасемпе воспитательсене, ашшӗ-амӑшне савӑк кӑмӑл парнелеҫҫӗ. Пур ҫӗрте те чечексем ешереҫҫӗ.

Шӑпах ҫак кимме хута янине халалласа садикре чечек балӗ ирттерчӗҫ. Ачасем ашшӗ-амӑшӗ ҫӗленӗ хитре тумсене кӑтартрӗҫ, "Чечек вальсӗ" конкурса хутшӑнчӗҫ. Чи пултаруллисене грамотӑсем парса хавхалантарчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах хӗр ачасем клумбӑна пуянлатрӗҫ. Воспитательсем пулӑшнипе тӗрлӗ чечек лартрӗҫ. Арҫын ачасем ваза тума хӑнӑхрӗҫ, хӑйсемех сӑрласа илемлетрӗҫ. Пурте уявра чунран савӑнчӗҫ. Аслисем те, пӗчӗккисем те хула хитреленсе пынине палӑртрӗҫ.

Кӑҫал конкурса 7 номинаципе ирттереҫҫӗ. Унта 80 учреждени хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 20-мӗшчен йышӑнаҫҫӗ. Чи лайӑххисене суйлассипе "Уҫӑ хула" порталта сасӑлав йӗркелеҫҫӗ. 3-мӗш ача сачӗ тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарни куҫкӗрет.