Версия сайта для слабовидящих

17 июля 2019 11:54   22°   $62.81 €70.68

12.07.2019 09:03

Чӑваш Ен – Раҫҫейпе Беларуҫ художникӗсен куҫӗпе

Патӑрьел районӗнчи Турханта Халӑхсем хушшинчи йӑлана кӗнӗ Кокель пленэрӗ ӗҫлет. Кӑҫалхи симпозиума республика йӗркеленнӗренпе 100 ҫул, Турхан шкулӗ уҫӑлнӑранпа 180 ҫул тата Алексей Кокель ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков

Кӑҫал "Чӑваш Ен - Раҫҫейпе Беларуҫ художникӗсен куҫӗпе пӑхсан" тесе ят панӑ вунвиҫҫӗмӗш хут иртекен пленэра килнӗ хӑнасене тараватлӑ патӑрьелсем ӑшӑ кӑмӑлпа, ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Чи малтанах пурте пӗрле чӑвашсен пӗрремӗш профессиллӗ художникӗ, тӗнчипе палӑрнӑ Алексей Кокель пурӑннӑ ҫурт-музей ҫине ҫакнӑ асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Кунта хальхинче - Тутарстан, Чулхула, Абакан, Кемерево, Витебск, Шупашкар ӳнерҫисем. Владимир Васильев йӗркелӳҫӗ калашле, "интернет уҫлӑхне кӗрсе тӗрӗслеме пултаратӑр: Лӑпкӑ океанран пуҫласа Хӗвел Анӑҫ Европа таран пултаруллӑ художниксене, виҫӗ академика пӗр ҫӗре пуҫтарайнӑ пленэр тата Ҫӗр чӑмӑрӗн хӑш кӗтесӗнче иртет?"

2007-мӗш ҫултанпа иртекен пленэрта хальччен 139 Раҫҫей, Украина, Беларуҫ художникӗсем хутшӑннӑ, Турхан шкулӗнчи галерейӑна вӗсем 1500 картина хӑварнӑ. Симпозиумӑн чи пысӑк тӗллевӗ - халӑхсене искусство урлӑ пӗрлештересси. Ҫулсерен килекен ӳнерҫӗсем Чӑваш Енӗн илемлӗ тавралӑхне, унӑн сӑпайлӑ ҫыннисене, вырӑнти халӑх культурине пир ҫине ҫырса тӗнчипе сараҫҫӗ, ҫитес ӑру валли сыхласа хӑвараҫҫӗ. 8-мӗш пленэра Республика Пуҫлӑхӗ килсе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна ирттерме укҫа-тенкӗ уйӑрма пуҫланӑ.

Алексей Кокель музейӗ вырӑнӗнче тахҫан хура пӳрт ларнӑ, пулас художнике 1899-мӗш ҫулта Питӗре илсе каяҫҫӗ, 1906 ҫулта вӑл таврӑннӑ ҫӗре кунта тетӗшӗ ҫак ҫурта ҫӗкленӗ. Чаплӑ ентешӗмӗр ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле тӑванӗсем тӑрӑшнипе унран музей тума шут тытнӑ. Ҫитес вӑхӑтра вара ялта историпе культура комплексӗ уҫма палӑртаҫҫӗ.

Малкурӑмлӑ йӗркелӳҫӗсен тепӗр сӑваплӑ тӗллевӗ пур - кокелҫӗсене ҫитӗнтересси: Турхана ҫулсерен пысӑк ӑстасем килнине кура, вӗсемпе юнашарах Патӑрьелти ӳнер шкулӗнче вӗренекенсен пленэрне ирттереҫҫӗ. Маҫтӑрлӑх сехечӗсен усси куҫкӗрет. Чӳк уйӑхӗнче наци библиотекинчи "Кӗмӗл ӗмӗр" галерейӑра уҫма палӑртнӑ пӗтӗмлетӳллӗ куравра ачасен чи ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсем те аслӑ художниксен хайлавӗсемпе юнашар пулӗҫ.