Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗ тӗн ҫыннисемпе Турра ӗненекенсемшӗн сӑваплӑ вырӑн шутланать

Репресси ҫулӗсенче кунта НКВД-ӑн ятарлӑ полигонӗ пулнӑ, ҫакӑнта "халӑх тӑшманӗ" ят тухнисен республикӑри чи пысӑк вил тӑпри вырнаҫнӑ. Вӗсен ячӗпе кӗркунне кунта чиркӳ хута кайӗ. Хур курнисене асӑнса Асӑпланса вилнисен кунӗнче Первомайскине халӑх йышлӑ пуҫтарӑнчӗ, пачӑшкӑсем ятарлӑ кӗлӗ вуларӗҫ.

Ирина Николаева, Лидия Галактонова, Михаил Солин

Асапланса вилнисен турӑшне йӑтса пачӑшкӑсемпе тӗн ҫыннисем, репрессиленнисен тӑванӗсем, Турра ӗненекенсемпе ял-йыш хӗресле ҫула тухрӗҫ. Вӗсем Первомайски поселокӗнчен уҫланкӑна утса ҫитрӗҫ. Шӑпах ҫак тӗлте 1930-50-мӗш ҫулсенче юсавпа ӗҫ колонине лекнисем ӗмӗр канлӗх тупнӑ. Йывӑр ӗҫе, выҫӑпа тата чирпе асапланса пурнӑҫран уйрӑлнисене кунта йышлӑ пытарнӑ. Кашни тӗмеске айӗнче ҫын шӑмми-шакки выртать.
Кулак тесе е выҫлӑх ҫулӗсенче ачи-пӑчине тӑрантарма колхоз кӗлетӗнчен пӗр ывӑҫ тырӑ вӑрласа тухнӑшӑн персе вӗлернӗ. Республикӑри пин-пин ҫынна Сталин вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек сенкер шӑпа пӳрнӗ. Кунта пытарнисен шучӗ те, чылайӑшӗн ячӗ те паллӑ мар. Вӗсем бараксенче пурӑннӑ, вӑрман каснӑ, пурнӑҫран уйрӑлнисене 5-мӗш лаптӑк шутланса тӑракан лагерь масарӗнче пытарнӑ. Хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланине пула 100 ытла тӗн ҫынни, ҫав шутра пачӑшкасемпе монахсем репресси ҫулӗсенче Первомайски колонине лекнӗ. Вӗсенчен 4-шне: Игнатий Лебедевпа Тамара Сатсие, Дмитрий Воскресенскийпе Михаил Самсонова ҫветтуйсен шутне кӗртнӗ.

Асапланса пурнӑҫран уйрӑлнисене асӑнса Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава литурги ирттерчӗ. Владыкӑн ашшӗпе аслашшӗне репрессиленӗ пулнӑ, ҫавӑнпа хӑй вӑл 88 ҫултине пӑхмасӑр Первомайскине кӗлӗ вулама килнӗ. Унпа пӗрле республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пачӑшкасемпе тӗне ӗненекенсем те йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

Первомайски поселокӗнчи политика репрессийӗсене пула асап тӳснисене пытарнӑ вырӑна халӗ культура эткерӗн объекчӗсен йышне кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал кунта ҫак ята тивӗҫес тӗлӗшпе историпе культура тӗпчӗвӗ вӗҫленмелле. Ҫулсерен ҫын йышлӑ пуҫтарӑннине шута илсе, лагерьте асапланаса вилнисен ячӗсене тупса палӑратасси тата асӑну комплексӗ хута ярасси пӗлтерӗшлӗ.