Шупашкар районӗнче республикӑн Юстици министерстви ҫумӗнчи общеcтвӑлла канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем муниципалитет пурлӑхӗпе еплерех усӑ курнине тата нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрас ӗҫ мӗнле пулса пынине сӳтсе яврӗҫ.
Надежда Александрова, Семен Антонов
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пушӑ выртакан ҫӗр 45 пин гектар шутланать. Вӗсенчен 2 процентне кӑна муниципалитетсем тӗрӗсленӗ. Ҫакӑ вырӑнти влаҫсем пурлӑх ыйтӑвне ҫителӗклӗ тимлӑх уйӑрманнине калать. Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрпе тӗллевлӗ усӑ курассипе 2016-мӗш ҫулта федераци саккунне йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн юхӑнса выртакан лаптӑка туртса илме те пултараҫҫӗ. Сӑмахран, 2016-мӗш ҫулта Юстици министерстви пӗрремӗш хут ҫавӑн пек явапсӑр хуҫа тӗлӗшпе сута панӑ. Элӗк районӗнчи пӗр пӗрлешӳн 1000 гектар ҫӗрне туртса илнӗ. Сӑлтавӗ - 3 ҫул усӑ курманшӑн. Ун хыҫҫӑн лаптӑка сутса янӑ. Элӗк тӑрӑхӗнче ку енӗпе ӗҫлемелли тата нумай-ха. Ҫав хушӑрах ҫӗрпе тухӑҫлӑ уса куракан районсем те пур. Вӗсенчен ыттисен тӗслӗх илмелле.
Чӑваш Енре нумай ачалла ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ парса хавхалантараҫҫӗ. Ятарлӑ саккун вӑя кӗнӗренпе 7 пин ытла ҫемье ҫак ҫӑмӑллӑха тивӗҫнӗ. Пурӗ 1200 гектар уйӑрнӑ. Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Доброхотовсемпе Жучковсем сертификата обшествӑлла канаш ларӑвӗнче илчӗҫ. Ку ял тӑрӑхӗнче ҫӗр ыйтӑвӗпе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи кун тата 2 ҫемье черетре.
Ларура Етӗрнери пӑтӑрмаха та тимлӗх уйӑрчӗҫ. Хулара нумай ачаллӑ 7 ҫемьене ферма вырӑнӗнче лаптӑксем уйӑрса панӑ. Хӑшӗ-пӗрне пахча-ҫимӗҫ управӑшӗ пулнӑ тӗлте ҫӗр лекнӗ. Вӗсенче вара кивӗ ҫуртсене те пӑсман, тавралӑхӗ ӑпӑр-тапӑрпа тулнӑ. Пӗр ҫемье тӗрӗслӗх шыраса прокуратурӑна кайнӑ. Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Семенов ҫак ҫитменлӗхе пӗтерме, ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗре тирпейлеме шантарчӗ. Тивӗҫтерменнисене урӑх ҫӗрте лаптӑксем уйӑрма планланине пӗлтерчӗ.