Пӗлӗвне каникулта та ӳстереҫҫӗ

Ҫулла шкул ҫумӗнчи тата хула тулашӗнчи лагерьсемпе пӗрлех Шупашкарти кванториумра 3-мӗш ҫул вӗренӳ лагерӗ ӗҫлет. Кӑҫал "Ӗмӗтри хула" ятпа иртекенскере Шупашкарӑн ҫавраҫулне халалланӑ. 5 сменӑра пурӗ 300 ытла ачана йышӑнма палӑртнӑ.

Алиса Александрова, Никита Углев

Ирхи 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен каникулти ачасен вӑхӑчӗ кванториумра иртет. Икӗ хут вӗри апат ҫитереҫҫӗ. Смена 2 эрнене пырать. Тӗрлӗ енлӗн аталанас текенсене 1-мӗш класранах йышӑнаҫҫӗ. Робототехника, 3д хурӑмлӑ кӳлепесем тӑвасси, графика дизайнӗ тата ытти енпе ӑсталӑх класӗсем, тӗпчев ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ кунта. Кӑмӑл тӑвакансемшӗн нимӗнле чӑрмав та ҫук. Тӗп хулара пурӑнакан шкул ачисемпе танах республикӑри районсенчен, кӳршӗ регионсенчен каникула килнисене те хаваспах йышӑнаҫҫӗ. Мускаври Ольга Фандиева, сӑмахран, тӑван хулинче кун пек вӗренӳ проекчӗсене хутшӑнса курман. "Ҫӗнӗ тус-юлташсем тупрӑм, тӗрлӗ лаптӑкра пӗлӗве аталантарни те питӗ килешет", - тет вӑл. Кунта ҫулсерен ют ҫӗршыври ачасене курма пулни те ҫӗнӗлӗх мар.

Ачасем хаваспах хальхи технологисене алла илеҫҫӗ. Хӑйсем логотипсем шутласа тупса компьютер программи пулӑшнипе тӗрлӗ модель хатӗрлеме пултарни хавхалантарать вӗсене.

Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ май тавракурӑма татах та анлӑлатас тесе хула тӑрӑх экскурсие те тухаҫҫӗ вӗрентекенсемпе ачасем. Кванториумри вӗренӳ лагерьне ҫӳреме май тупайманнисене ҫурла уйӑхӗнче эрнелӗх занятисене йыхравлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кӗркуннехи, хӗллехи, ҫуркуннехи каникулсенче те ачасене кӗтеҫҫӗ кунта.