Ҫӗрпӳре федераци программипе кану вырӑнӗ йӗркелеҫҫӗ

Хула варринчи пушӑ лаптӑка федераци программипе килӗшӳллӗн хӑтлӑлатаҫҫӗ. Ҫӗрпӳре ҫӗнӗ кану вырӑнӗ йӗркелеҫҫӗ.

Елена Дмитриева, Валентина Алексеева, Никита Углев

Хальлӗхе кунта икӗ ҫул кӑна сарнӑ. Уйӑх каялла вара нимӗн те пулман. Хула варринче - пушӑ ҫӗр. Ҫынсемпе канашланӑ хыҫҫӑн кунта кану вырӑнӗ йӗркелеме шут тытнӑ. Проекта ырласанах, ӑна пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. Кӗркунне тӗлне ҫӗнӗ ача-пӑча хули тӑвӗҫ, ҫулсене йӗркене кӗртӗҫ, тенкелсем вырнаҫтарӗҫ, ҫутӑ юписем лартӗҫ. Ҫавӑн пекех 20 машин вырнаҫмаллӑх парковка тума палӑртнӑ.

Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ тӳреме хуласене хӑтлӑлатмалли федераци программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Ӗҫе "Дорожник" подряд организацийӗ палӑртнӑ вӑхӑтпа килӗшӳллӗн туса пырать. Проекта мӗнле пурнӑҫа кӗртнине Строительство министерствинче асӑрхасах тӑраҫҫӗ.

Ҫӗнӗ лаптӑкра Ҫӗрпӳри паллӑ уявсене те ирттерме май пулӗ. Кунта сцена та вырнаҫтарӗҫ. Кану вырӑнӗ хула ҫыннисен чи юратнӑ кӗтесӗ пуласса шанаҫҫӗ влаҫсем.