Шупашкарти Гайдар ячӗпе хисепленекен библиотекӑра ҫемье тата унӑн пӗлтерӗшне халалланӑ ыйтусемпе "ҫавра сӗтел" иртрӗ. Унта тӗп хулари нумай ҫул пӗрле пурӑнакан тата тин ҫеҫ ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсем хутшӑнчӗҫ.
Елена Дмитриева, Вадим Владимиров
Наталия Петровнапа Владимир Александрович Кузьминсем 37 ҫул пӗрле килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ача пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Кузьминсем ҫамрӑк чухне йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче паллашнӑ та унтанпа пӗрре те уйрӑлман. Паян та вӗсен ҫемйи спортпа туслӑ.
Кузьминсене тата нумай ҫул пӗрле шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнакан ытти ҫемьесене тав хучӗсемпе чысларӗҫ, уяв ячӗпе саламларӗҫ. Мӑшӑрсем телей вӑрттӑнлӑхӗ пӗр-пӗрне хисепленинче, ӑнланма пӗлнинче, юратнинче, пӗр тӗллевлӗ пулнинче, терӗҫ. Ҫавӑн пекех калаҫӑва ҫамрӑк мӑшӑрсем те хутшӑнчӗҫ. Сӑмах май, республикӑра вӗсем валли тӗрлӗ программа пурнӑҫланать. Чӑваш Енре уйрӑлакансен шутне чакарас, ҫемьесене тата ҫирӗпрех тӑвас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Вулавӑшсенче те тӑтӑшах тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ака уйӑхӗнче "Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ ҫинчен" калакан Указа алӑ пусни те ҫемьесене самай пулӑшӗ. Унпа килӗшӳллӗн тин пӗрлешнӗ каччӑсемпе хӗрсем тӳлевсӗр перинаталь центрӗсенче специалистсенчен сӗнӳ-канаш илме тата сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултарӗҫ.