Мускавра чӑваш сӑвви-юрри янӑрарӗ

Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗпе Культура министерстви йӗркеленипе Мускавра чӑваш поэзийӗн каҫӗ иртрӗ. Раҫҫейри халӑхсен ҫуртне паянхи тӑван литература ҫитӗнӗвӗсемпе паллашма тӗп хулара пурӑнакан ентешсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Марина Карягина, Зоя Яковлева

Чӑваш профессионал писателӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Лидия Филиппова ертсе пыракан самаях пысӑк ушкӑн ҫӗршывӑн тӗп хулине Пӗтӗм Раҫҫейри Акатуй умӗн тухса кайрӗ. Ҫыравҫӑсемпе юрӑҫсем ентешсемпе курнӑҫма пысӑк программа хатӗрленӗ.

Кашни ҫыравҫӑ куракансем умне тухса хӑй ҫинчен каласа пачӗ, хайлавӗсемпе паллаштарчӗ е ыйту-хурав вӑййи ирттерчӗ. Пысӑк экран ҫинчи сӑн ӳкерчӗксем литераторсен кулленхи ӗҫне сӑнарлаҫҫӗ. Людмила Семенова Чӑваш халӑх артисчӗпе Роза Степанова каҫа анлӑ сарӑлнӑ чӑваш юррисемпе илемлетрӗҫ. Ҫыравҫӑсенчен нумайӑшӗн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. Паллӑ сӑвӑҫ, юрӑҫ, композитор Светлана Асамат пурне те шӑнкӑрти сассипе тыткӑнларӗ.

Поэзи каҫне хутшӑнакансене тав тума Чӑваш Енӗн Раҫҫей президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Петр Чекмарев, Раҫҫей писателӗсен союзӗн ертӳҫи Николай Иванов та килчӗҫ. "Хӑйӗн чӗлхине, культурине сыхласа хӑварнӑ наци - хӑватлӑ наци. Пирӗн принцип - хамӑрӑнне упраса ыттисемпе тан аталанасси. Кашни хӑйӗн картинче хупӑнса ан лартӑр, малашне ҫакӑн пек каҫсене Мускавра ҫулсерен ирттерме сӗнетӗп", - терӗ Раҫҫей писателӗсен ертӳҫи. Вӑл ҫыравӑсене ҫӗнӗ удостоверени пачӗ.

Чӑваш Енӗн Раҫҫей президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Петр Чекмарев хӑйсен патӗнче чӑваш кӗнекисен библиотекине уҫма пулчӗ, Шупашкар ҫыравҫисене малашне пысӑк шайра кӗтсе илме сӑмах пачӗ.