Вӑл ӗлкӗрейменнине юлташӗсем вӗҫлерӗҫ

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев (Трер) киноактёрӑн, режиссёрӑн, талантлӑ поэтӑн кӗнеки тухнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Темиҫе уйӑх каялла пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ искусство деятелӗн литература ӗҫӗсене ун юлташӗсем пухса "Хӗрӗх чалӑш хӗрлӗ ту" ятпа кӑларнӑ.

Александр Осипов, Никита Углёв

Иосиф Дмитриева пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Хӑйӗн ҫамрӑк чухнехи илемлӗ сӑнарне вӑл кинора вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл пулса ӗмӗрлӗхех хӑварчӗ. Ҫавах унсӑр та паллӑ пулнӑ. Мӗншӗн тесен пултарулӑх интеллигенцийӗн чи хастар, халӑхӑмӑрӑн шӑпи ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшлакансен йышӗнчеччӗ вӑл. Театр ертӳҫи Елена Николаева тӗлпулӑва пуҫланӑ май, Иосиф Дмитриевпа пӗрле ӗҫленисене аса илчӗ.
Пурӑннӑ чух Иосиф Дмитриев тӗрлӗ кӗнекепе хаҫат-журналта нумай пичетленнӗ, уйрӑм кӗнеке кӑларайман. Ун юлташӗсем, арӑмӗ - паллӑ музыкҫӑ-профессор Юлия Дмитриева - ҫине тӑнипе, поэтӑмӑрӑн илемлӗ сӑвӑ йӗркипе ят панӑ кӗнеке - ҫутӑ курчӗ. Кун пек чух таврара сӑвӑ янрать, педагогика студенчӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ. Иосиф пурӑннӑ чух юрлама питӗ юратнӑ. Ун пек чунран-чӗререн халӑх кӗввисене кӑларакан сахал пулӗ. Кун пирки те аса илекенсем самаях калаҫрӗҫ. Борис Чиндыков паллӑ ҫыравҫӑ Дмитриев пултарулӑхӗ пирки "поэзире вӑл чӑваш чӗлхин, халӑхӑмӑр еткерӗн чи илемлӗ енӗсене кӑтартма тӑрӑшнӑ, чӑвашлӑха ун пек пысӑк вырӑна хуракан пирӗн хушӑра сайра" тесе, кӗнекене хатӗрлени ҫинчен аса илчӗ.
"Хӗрӗх чалӑш хӗрлӗ ту" кӗнеке кӑларма хӑй укҫипе пулӑшас тесе паллӑ юрист Николай Лукианов Дмитриева пурӑннӑ чухнех сӗннӗ. Тӗрлӗ сӑлтава пула ӗҫ кая юлса пынӑ.
"Дмитриев пур енӗпе те хӑй ҫӳлӗпе утакан ҫын пулнине эпир Ленинградра пӗрле вӗреннӗ чухнех туйса илнӗ" терӗ Леонид Трифонов режиссёр. Дмитриев-поэт литературӑра хӑйне евӗрлӗ йӗр хӑварни пирки тата чӑвашлӑха аталантарас енӗпе нумай вӑй хуни ҫинчен Арсений Тарасов ҫыравҫӑ питӗ витӗмлӗ каларӗ. "Чӑн поэт ыттисенчен вичкӗнрех туять, ыттисенчен инҫетрех курать - ҫак пулӑмсене эпир темшӗн шута илместпӗр. Иосиф сӑмахӗсене тахҫанах пур те пӗлнӗ, шел пулин те кайран кӑна ӑнкӑрса илме пуҫларӑмӑр", - терӗ вӑл.
Иосиф Дмитриев шухӑшӗсемпе витӗмлӗ сӑввисем ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ хыҫҫӑн чӑваш еткерӗнчен пулассине вӑй кӳрсе пырӗ.